АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ялĕсене çитрĕç

13 мая 2015 г.

Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ ятпа районта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. ДОСААФăн районти уйрăмĕ те çак сумлă уяв ячĕпе майăн 8-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕсем К.М.Антонов, И.А.Кабалин, Г.Г.Габайдуллин, Г.Н.Чернов тата Ф.Н.Чернов çуралса ỹснĕ ялсенчи монументсемпе палăксем патне чечек кăшăлĕсем хурас тесе авточупу ирттерчĕ. Авточупăва районти Çамрăк Гварди маттурĕсем, Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем кашни ялтах митинга хутшăнакансене ентешсен паттăрлăхĕ, пархатарлă ĕçĕ, паттăрсене халалласа лартнă палăксен историйĕ пирки каласа пачĕç.

Александровка, Хирти Сĕнтĕр, Нĕркеç, Тукай Мишер, Çĕнĕ Мăрат, Асанкасси, Комсомольски ялĕсенче авточупăва ветерансем, шкул ачисем, вĕрентекенсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Çамрăксем Аслă Çĕнтерỹ кунĕ чăннипех уявсен уявĕ пулнине туйрĕç.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика