13 мая 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунăранпа 70 çул çитрĕ. Майăн 9-мĕшне - Çĕнтерỹ кунне - Раççейре пурăнакан кашни çын уявларĕ. Ветерансемшĕн те, çамрăк ăрушăн та вăл чи пĕлтерĕшлĕ те çутă уяв. Шăпах ун чухне 1418 куна тăсăлнă хаяр вăрçă вĕçленнĕ. Чунĕпе çирĕп, хастар совет салтакĕсем çĕнтерĕве çапăçу хирĕсенче те, тылра та юнпа тата тарпа çывхартнă. Хăрушă вăрçă мĕн чухлĕ çутă ĕмĕте татнă! Мирлĕ пурнăçа хỹтĕлесе пуç хунисем нихăçан та асăмăртан тухмĕç. Вĕсен ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕре ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă. Ахальтен мар кашни салтак пирки уйрăм кĕнеке çырма пулать.
Кăçалхи 70 çулхи юбилей уйрăмах анлă та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Район центрĕнче йĕркеленĕ уява кашниех хутшăнчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ветерансен, тыл ĕçченĕсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Чаплă та çутă уява 24 ветеран çеç кĕтсе илме пултарчĕ. Кăçалхи тĕп уява та хăйсене сывлăх енчен аван туякансем çеç хутшăнчĕç, ыттисене, паллах, вырăна çитсе саламларĕç. Мероприятие хутшăнма кăмăл тунă ветерансене автомашинăсем çине лартса вырăна çитерни, тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем пурте пĕрле пухăнса, савăнса утни кăмăла çĕклентерчĕ. Пĕтĕм халăх мирлĕ пурнăçшăн савăнса пĕрре кăна мар: "Урра! Урра!", тесе кăшкăрчĕ, кашни ветерана, тыл ĕçченне мирлĕ пурнăçшăн чĕререн тав турĕ. Хĕрсемпе каччăсем митинг пуçланиччен шăпах çỹл тỹпери хĕвелшĕн савăнса юрă шăрантарчĕç, ташă парнелерĕç. Митинга район пуçлăхĕ Евгений Карпеев уçрĕ.
- Хаяр вăрçăра çĕнтернĕренпе - 70 çул. 70 çул Раççей çыннисем мирлĕ те тăнăç пурнăçпа киленсе пурăнаççĕ. Эсир, ветерансем, тыл ĕçченĕсем, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хаяр çапăçусене хутшăннă, пурнăçа шеллемесĕр тăшмана хирĕç кар тăнă. Вăрçă çулĕсенчи пур йывăрлăха чăтса ирттернĕ, вăрçă хыççăн юхăннă халăх хуçалăхне çĕкленĕ. Тавтапуç сире паянхи мирлĕ пурнăçшăн! Уяв ячĕпе!!! - терĕ Евгений Иванович пурне те саламласа.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев чи малтанах уява килме пултарнă ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа тав турĕ, çирĕп сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов пухăннисене майăн 9-мĕшĕ ячĕпе саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Çулсерен çамрăк армеецсен парачĕ иртет. Кăçал вара вĕсем çеç мар, афган вăрçине хутшăннă салтаксем те мăнаçлă туйăмпа çирĕппĕн утса иртрĕç. Çар тумĕ каччăсемпе хĕрсене илем кỹрет. Акă вĕсем - çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисем.
Юбилей программи юрă-ташăпа пуян пулчĕ. Пухăннисене районти культура çурчĕн артисчĕсем, искусство шкулĕн вĕренекенĕсем савăк юрăсем парнелерĕç. "Островок" ташă ушкăнĕ (ертỹçи Т.Иванова) - уява илем кỹрекенсенчен пĕри. Шăпах вĕсем тĕрлĕ ташă урлă хаяр вăрçă саманчĕсене, савăнăçлă пурнăçа сăнласа куракансем патне илсе çитерчĕç. Чăннипех те маттур!
Тĕп сцена çинчи митинг вĕçленчĕ пулин те, уяв программи малалла тăсăлчĕ. Хăнасем, районта пурăнакансем "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕ тата тĕп библиотека умĕнче йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашрĕç, юрлакансене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Шăпăрлансем асфальт çине пурăпа ỹкерсе киленчĕç. Районти пур ял тăрăхĕнчен те килсе çитнĕ культура ĕçченĕсем кану паркĕнче вăрçă вăхăтĕнчи лару-тăрăва сăнласа палатка лартма та, хуранпа пăтă пĕçерме те, вăрçă юррисене шăрантарма та вăхăт тупни, çамрăк ăрăва çеç мар, уйрăмах ветерансене савăнтарчĕ. Вĕсем иртнĕ вăхăта аса илсе куççульленмесĕр те чăтаймарĕç.
Кану паркĕнче кунĕпех юрларĕç, ташларĕç. Пĕр сăмахпа каласан, пурте пĕрле савăнчĕç. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче футболла выляса тупăшрĕç. Каçхи салют вара тепĕр хутчен Çĕнтерĕве çирĕплетрĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ хĕлхемсем тỹпене çутатрĕç. Аслă Çĕнтерỹ çутине ĕмĕр-ĕмĕр упрасчĕ.
Район администрацийĕ, культура секторĕ, вĕренỹ пайĕ, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе преподавателĕсем тата ыттисем те уява çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерес тесе пысăк тỹпе хывнă, тăрăшнă. Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен паттăрлăхне яланах асра тытмалла. Хамăр мĕн пĕлнине ăруран ăрăва вĕрентсе пымалла. Çак тĕллевпех Раççейре "Вилĕмсĕр полк" акци йĕркелеççĕ. Çĕнтерỹ кунĕнче пирĕн районта та "Вилĕмсĕр полк" акци иртрĕ. Унта хутăнакансем кашни ялтанах килнĕ. Шкул ачисем, мăн çынсем çывăх çыннисен портречĕсене йăтса утса вĕсене яланах асра тытнине çирĕплетрĕç.
Яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнасчĕ!
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"