АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виç кĕтеслĕ çырусем

08 мая 2015 г.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… Аякка та аякка кайса пырать унăн ахрăмĕ. Вăрçăра пулнă çынсем çинчен каласа паракансем те сахалланса пыраççĕ. Хăш-пĕр çемьесенче çеç çырусем упранса юлнă. Анчах вăхăт иртнĕ май вĕсем те сарăхаççĕ, кăранташпа çырнăскерсем, начар вуланаççĕ.

Манăн мăн асатте, Пантелеймон Филиппович Мельников, вăрçа кайнă чухне мăн асанне пиллĕкмĕш ачи çут тĕнчене килессе кĕтнĕ. Вăрçăри мăшăрĕ çапăçуран кăшт пушансанах çыру çырнă. Çемье шăпи пăшăрхантарнă ăна. Ватă амăшĕн (ăна Йĕпреçри ача çуртĕнчен усрава илнĕ пулнă) сывлăхĕпе кăсăкланнă вăл. Ачисем çинчен шухăшланă. Шкула кайма тум пур-и? Хутма вутă çитет-и? Çитмесен витепе хỹмене пăсса вутта яма каланă. "…Пуç чĕрĕ юлсан, вĕсене кăна тума пулать. Эсир çырура çыратăр, пирĕншĕн ан хуйхăрăр тесе. Эпĕ сирĕншĕн хуйхăрмасăр, манăн камшăн хуйхăрмалла. Кашни минутрах сирĕн çинчен шухăшлатăп. Кунта пире тумлантараççĕ, тăрантараççĕ. Сире кам пĕр татăк çăкăр парать? Çавăнпа эпĕ сирĕншĕн хуйхăрма тивĕçлĕ. Эпĕ аван пурăнатăп. Халĕ старший кузнецра, манпа тата 6 кузнец. Апачĕ пурте пур. Мана улма лайăх пулчĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Вăл аван, уншăн хам та савăнтăм. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. Пурте сывă пулăр. Ну, Майка, аллуна хытă чăмăртатăп, чуп тăватăп. Ку çырупа сиртен пока уйрăлса юлатăп. Кỹршĕсене салам калăр, тата Ванька çыру ярать-и? Ку çырупа эпĕ те сывă юлатăп. Çыру илсенех ответ çырăр.

Полевая почта х91

Часть 203

Мельникову П.Ф. 28/11. 1942 год"

Ман мăн асатте 1943 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Ăна Харьков облаçĕнчи Волковыск районĕнчи Коломак поселокĕнче пытарнă.

Кристина МЕЛЬНИКОВА,

7-мĕш класс.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика