08 мая 2015 г.
Аслă Çĕнтерỹ уявĕ тĕлне Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул" юбилей медалĕсем кăларнă. Январĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра çак медале илме тивĕçлисен списокне алă пусса çирĕплетнĕ. Вĕсен йышĕнче Комсомольскисем те йышлă. Паянхи кун 691 медале хуçисем патне çитернĕ.
Комсомольски райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче 1968-1978 çулсенче вăй хунă П.Н.Тепловăн кăкăрне те илемлетет асăннă медаль. Михаил Васильевич вăрçă ветеранне Çĕнтерỹ кунне çывхартма пулăшнăшăн тав тунă.
Аслă Отечественнăй вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Петр Николаевича виçĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе (1944, 1944, 1945) наградăланă. Çавăн пекех вăл - Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата иккĕмĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕсен кавалерĕ те.
Источник: "Каçал Ен"