27 февраля 2013 г.
Вăрманхĕрричурачăксем иртнĕ шăмат кун ял хĕрринче йĕлтĕрпе чупса ăмăрту ирттерчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев тухса калаçнă, старта тухакансене ăнăçу суннă. Çавăн пекех «Восток» ЯХПК председателĕ В.Г.Михеев та сăмах илнĕ. «Йĕлтĕрпе чупасси — çынсене пĕрлештерекен спорт уявĕ, кăмăл-туйăма çĕклекенĕ те»,— тенĕ Валерий Геннадьевич.
Ăмăртăва ĕçпе спорт ветеранĕ Вениамин Белков йĕркелесе пынă.
Тупăшăва ача садне çÿрекенсем пуçланă. 1 километрлă дистанцие арçын ачасенчен — И.Чернов, хĕр ачасенчен Д.Лепешкина пĕрремĕшсем чупса тухнă. Пĕрремĕш — тăваттăмĕш классенче пĕлÿ пухакансенчен чи маттуррисем С.Сапаровпа С.Трофимова пулнă.
Аслăрах классенче вĕренекенсенчен дистанцие пĕрремĕш М.Белков парăнтарнă. Ăмăртура çавăн пекех Алексей Петровпа виçĕ ача амăшĕ Людмила Трофимова палăрнă.
Аслăрах ÿсĕмрисенчен Надеждăпа Александр Корниловсем пĕрремĕшсем пулнă. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата медальсемпе чысланă.
Уçă сывлăшра савăнса киленнĕ хыççăн пухăннисем вĕри чейпе сăйланнă. Вăрманхĕрричурачăксем В.Михеева ăмăрту йĕркелеме спонсорла пулăшу панăшăн тав тунă.
Источник: "Каçал Ен"