АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсене чысланă

27 февраля 2013 г.

Нарăсăн 24-мĕшĕнче районти вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакан профсоюз членĕсем винтовкăран тĕл персе ăмăртнă. Çак тупăшура 20 команда — пурĕ 96 спортсмен ăсталăхне кăтартнă.

Хĕрарăмсенчен Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Л.П.Яковлева 46 очко пухса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Г.И. Давыдовăпа (Хирти Явăш тĕп шкулĕ) Л.Н.Глинкина (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) тухнă.

Ар çынсенчен А.И.Филиппов («Кĕтне» ФСК) чи тĕл перекен ята тивĕçнĕ. Н.Г.Ильинпа А.К. Давыдов (иккĕшĕ те Хирти Явăш вăтам шкулĕнчен) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Команда-çĕнтерÿçĕсене те палăртнă ăмăртура. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕсем — пĕрремĕш, Хиртиявăшсем — иккĕмĕш, Нĕркеçсем виççĕмĕш вырăна тухнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика