27 февраля 2013 г.
Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекенсен кунĕ ячĕпе Хырхĕрри тĕп шкулĕнче харăсах икĕ пысăк конкурс иртрĕ. Нарăсăн 21-мĕшĕнче 5—6-мĕш классенче вĕренекен ачасем «Шкулти Улăп» тупăшăва хутшăнчĕç. Р.Емельянов, И.Шиков, А.Пожеданов тата Е.Евграфов малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, юратнă ĕç-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Унтан пĕр-пĕринпе ăмăртса вăй виçрĕç, тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравсем пачĕç. Женя Евграфов çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Конкурса шкулти аслă вожатăй В.Лепешкина тата культура çурчĕн ертÿçи Т.Бормотина хатĕрлесе ертсе пычĕç.
Эрне кун уроксем хыççăн вĕрентекенсемпе шкул ачисем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем спортзала васкарĕç. Кунта «Атте, анне, эпĕ — спортпа туслă çемье» тупăшу пуçланчĕ. Тупăшăва пĕрремĕш класс ертÿçи Г.В.Храмова йĕркелерĕ. Унта пурĕ пилĕк ушкăн хутшăнчĕ.
Çăмăл пулмарĕ тÿресене çĕнтерÿçĕсене палăртма. Канашланă хыççăн «Чи йăрă çемье» ята Салаевсене, «Чи тĕреклĕ çемье» — Хлебниковсене, «Чи хаваслă çемье» — Лепешкинсене, «Чи туслă çемье» — Шиковсене, «Спортпа туслă çемье» — Исаевсене парас терĕç. Çак тупăшу та тулли те хаваслă кăмăлпа иртрĕ.
Источник: "Каçал Ен"