АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç - ĕмĕрлĕх

06 мая 2015 г.

Аслă Çĕнтерĕвĕн питĕ пысăк та сумлă юбилейĕ умĕнхи хатĕрленỹ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Пур çĕрте те палăксене юсарĕç, йĕри-тавра тирпей-илем кĕртрĕç. Асанкассисем вара иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшăннă ентешĕсене асăнса тунă вĕр çĕнĕ палăклă пулчĕç. Вăл ял варринче хăйĕн вырăнне йышăннă ĕнтĕ, питĕ илемлĕскер, таçтанах курăнса ларать. Пилĕк вĕçлĕ хĕрлĕ çăлтăра тата тỹпене вĕçсе хăпаракан тăрнасене сăнлать.

Çак кунсенче Асанкассине çитсе килнĕ май ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Николай Карповпа, кунта ĕçлекен çамрăксемпе тата палăк авторĕпе, Сергей Лукиянов архитекторпа, тĕл пулма тỹр килчĕ. Çамрăксем хĕрсех йĕри-таврари территорине хăтлăх кĕртетчĕç. Сергей Пантелеймонович та Шупашкарта чăтса ларайман, ĕçсем мĕнле шайра пынипе паллашма шут тытнă. Эскизпа паллашнă май пулас мемориал ỹкерчĕкĕ куç умне яр уççăн тухса тăчĕ. Постаментăн виçĕ енче 1941-1945 çулсенчи вăрçа хутшăннисен хушамачĕсене çырнине вырнаçтарĕç. Палăк умĕнче çăлтăр-факел çунĕ, ятарлă юпасем çинчи электричество çути ăна каçхине те сĕмлĕхе путма памĕ. Пурăна-киле йывăçсемпе тĕмсем вăй илсе ешĕл вăрманла кашласа ларĕç, чечексем ачашшăн хумханĕç. Ял çыннисемпе хăнасен чи юратнă кĕтесĕ пулĕ вăл.

Хаяр вăрçа Асанкассинчен 405 çын хутшăннă, 222-шĕ каялла таврăнайман. Совет Союзĕн Геройне Федор Николаевич Чернова та лăпкаса ỹстернĕ ку хутлăх. Аслă ăрăвăн паттăрлăхне ĕмĕрлĕхех чун-чĕресенче, астăвăмра хăварас шухăш ял çамрăкĕсен пуçĕнче çуралнă, амаланса пурăнса шухăшран палăк пулса тăнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле ятуллă та илемлĕ палăк тума укçа пуçтарнă, Клим Салаев ертсе пынипе ниме мелĕпе палăк постаментне иртнĕ кĕркуннех туса хăварнă. Ку ĕçе ял-йыш та хутшăнма кăмăл тунă, ЧР Патшалăх Канашĕн районтан суйланнă депутачĕсем те пуçарăва ырласа тивĕçлĕ пулăшу кỹнĕ. Проектне тума паллă ентешĕмĕртен С.П.Лукиянов архитектортан пулăшу ыйтнă.

- Ку сĕнỹ-ыйту мана пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр савăнтарчĕ. Кун пек шайри памятниксене уйрăм çынсем тутарнине халиччен курма тивменччĕ. Çавăнпа пысăк хавхаланупа пикентĕм проект тума, тăван районшăн-çке. Технологи унчченхинчен пач расна, пĕтĕм процеса компьютер графикипе усă курса пурнăçланă, палăка тутăхман çирĕп металран Шупашкарти "Сеспель" АХО хатĕрленĕ. Организаци директорĕ В.А.Бакшаев та çамрăксен пуçарулăхĕшĕн савăнса тỹлевсĕрех туса пама килĕшрĕ, - терĕ Сергей Пантелеймонович. Кунта çакна та каласа хăварам: С.Лукиянов та палăк проекчĕшĕн укçа илме килĕшмен. Çакă Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннă Асанкасси çыннисемшĕн чăннипех пысăк парне пулса тăчĕ, чун-чĕре, ăс-тăн астăвăмне те палăртса тăрĕ.

Ырă ĕç - ĕмĕрлĕхе, теççĕ. Пирĕн çутă пуласлăхшăн пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр хаяр тăшмана хирĕç тăнисене паянхи тата килес ăрусен те манмалла мар. Вĕсен ячĕпе палăк лартни вара чăннипех те сăваплă. Асанкассинчи палăка майăн 8-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртаççĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика