06 мая 2015 г.
Апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Алтай тăрăхне çитнĕ. Унта вăл Алтай тăрăхĕн губернаторĕпе Александр Карлинпа тĕл пулнă. Иккĕшĕ пĕрле В.С.Золотухин ячĕллĕ Çамрăксен центрне тата "Сибирь" концерт залне çитсе курнă, Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă "Çĕнтерỹ вăрманĕ" акцие хутшăннă. Çавăн пекех Барнаулри "Ту аптеки" музей ĕçĕпе паллашнă. Барнаулри аптека XVIII ĕмĕрте йĕркеленнĕ. Паянхи кун та кунта ĕлĕкхи рецептсемпе сиплĕ эмелсем хатĕрлеççĕ.
Республика Пуçлăхĕ Алтай тăрăхĕнчи клиника больницин ĕçĕпе кăсăкланнă, больницăра томографи, операци тăвакан, гемостаз лабораторийĕн тата ытти сиплев уйрăмĕсене çитсе курнă.
Источник: "Каçал Ен"