АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт туслăха çирĕплетет

27 февраля 2013 г.

Нарăсăн 23-мĕшĕнче Комсомольски райпотребсоюзĕн парнисене çĕнсе илессишĕн «Кĕтне» ФСК стадионĕнче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. 55—59 çулхисенчен чи пултаруллисем В.Ф.Волковпа Г.Е. Ефремов пулчĕç. 60—64 çулхисем хушшинче те тупăшу хĕрÿ пулчĕ. Çак ушкăнра В.В.Скворцов — пĕрремĕш, Н.Г.Дерягин — иккĕмĕш, Ю.В.Скворцов виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Н.И.Васильевпа А.Ф.Волков 65—69 çулхисем хушшинче финиша малтан çитрĕç. Е.И.Карпеев йĕлтĕрçĕн тăрăшулăхне палăртмалла. А.М.Горбунов, Е.В.Смирнов тата Ю.М.Зубарев (70—74 çултисем) хăйсен ÿсĕмрисенчен дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç. 75 çултисенчен В.И.Пундяков палăрчĕ.

Хĕрарăмсенчен Г.В.Алексеева, Ф.И.Токарева тата Л.К.Кокшина малти вырăнсене йышăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика