30 апреля 2015 г.
"Пучах" ача сачĕн воспитателĕ. Апрелĕн 24-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра Пĕтĕм Раççейри "Библиокаç" иртрĕ. Ăна кашни çулах тĕрлĕрен темăпа ирттереççĕ, кăçалхи тема - "Дневника уçса вăхăта тыт". Библиотекăри каçа библиотекарьсем, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, "Çамрăк гварди" активисчĕсем, "Надежда" клуб членĕсем хутшăнчĕç.
Тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова мероприятие уçнă май библиокаç программипе, "Дневники - документы эпохи" кĕнекесен выставкипе, Л.Толстой, Н.Гоголь, К.Чуковский, Н.Карамзин, И.Бунин, А.Герцен дневникĕсемпе паллаштарчĕ.
Алăксене çăраççипе питĕрнĕ каçхи библиотекăра тĕлĕнтермĕш япаласем те пулса иртеççĕ иккен. Хальхинче "кĕтмен хăна" пухăннисене тупмалли юмахсене пĕлнĕ хыççăн çеç зала кĕме ирĕк пачĕ. Кĕнеке тусĕсем "Книжный гурман" библиокафере те пулса курчĕç, тĕрлĕ кĕнекесемпе, паллă писательсен произведенийĕсемпе, чăваш, вырăс, тутар халăхĕн культурипе паллашрĕç. 2015 çул К.В.Иванов çулталăкĕ пулнă май унăн произведенийĕсене алла илтĕмĕр. "Нарспие" 20 чĕлхепе вуласа киленме май пур. Шăпах вĕренекенсем поэмăри сыпăксене чăвашла, вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, украинла, пăлхарла каласа кăтартрĕç. Анисия Владимирова Валери Туркай ентешĕн "Пурăнас килет" сăввине чуна витермелле вуласа пачĕ. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине халалласа В.Бровкова библиотекарь Муса Джалилĕн "Варварство" сăввине вуларĕ.
Библиокаçа пухăннисем тĕрлĕ юрă-кĕвĕ те итлерĕç. Надежда Абдюшева "Арт-терапия" мастер-класс ирттерчĕ. Вулавçăсем тĕрлĕ ỹкерчĕксем турĕç. Библиокаç кĕнеке тусĕсемшĕн чи хаваслă каçсенчен пĕри пулчĕ.
Библиотека - кĕнекепе туслашмалли вырăн çеç мар, кунта культурăллă канма, выляма, ỹкерме, пĕр-пĕринпе туслашма, калаçма май пур.
Е.ХОРАСЬКИНА
Источник: "Каçал Ен"