АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр хуласем

30 апреля 2015 г.

НОВОРОССИЙСК. 1942 çулхи çулла Гитлер хăйĕн генералĕсене çапла хушнă: "Мĕнле пулсан та Новороссийска илмелле! Унтан Геленджика, Туапсене çул тытмалла. Пĕтĕм Хура тинĕс çыранĕ тăршшĕпех пирĕн пулмалла!"

Анчах унăн ĕмĕчĕсем ĕмĕтпех юлнă, мĕншĕн тесен тăван хулана сĕмсĕр тăшмана парас мар тесе совет салтакĕсем çирĕп тăнă. Новороссийска ярса илни вара фашистсене Кавказпа Кубань пуянлăхĕ патне çул уçма пултарнă. Новороссийск гитлеровецсемшĕн тинĕсрен çĕнĕ çарсем, хĕç-пăшал, танксем килмелли, Раççейрен вара тыр-пул, нефть, цемент, вăрман, пулă илсе каймалли хапха пулса тăма пултарнă.

Çав çапăçусенче вăйсем тан пулман: пирĕн 9 салтака хирĕç 15 нимĕç, 1 танка хирĕç нимĕçсен 10 танкĕ, пирĕн 1 самолета хирĕç 8 самолечĕ çапăçнă. Çĕрпе пĕлĕтсĕр пуçне тинĕсре те вут-çулăм çуннă. Кашни урам, кашни çурт крепость пулса тăнă.

"Новороссийска памалла мар! Кубане тытса тăмалла! Вырăссене Крыма кĕртмелле мар!" - Кавказри хăйĕн çарĕсене çакăн пек приказсем янă Гитлер хăйĕн йăвинчен. Гитлеровецсем, ун хушăвне пурнăçлас тесе, траншейăсемпе дотсем, дзотсем туса тултарнă, минăсем лартса пĕтернĕ, çакна "Сенкер лини" ят панă. Пирĕн çарсен енчен тата йĕплĕ пралук карнă. Çак линие татас тесен нимĕçсене хуларан хĕссе кăлармалла пулнă. Анчах çакна çĕр çинчен тума май килмен, тинĕсрен кăна. Десантниксен 2 отрядне туса хунă: тĕп тата пулăшаканни. Тăшмана арпаштарас тесе иккĕшĕ те пĕр вăхăтра тĕрлĕ вырăнта çырана аннă. Асар-писер çапăçу пуçланнă. Тинĕс çыранĕн хăйăрĕ хĕрсе кайнă, тăшман пульлисенчен траншейăсенче çеç пытанма пулнă, анчах та вĕсене чавма та нимĕçсем татти-сыпписĕр персе тăни чăрмантарнă. Вăйсем те танмар пулнă. Тăшмансем радиопа "Вырăссем, парăнăр! Сирĕн апат та, шыв та çук!" тесе каласах тăнă. Анчах совет десантикĕсем парăнма шутламан та, унсăр пуçне хăйсем те тапăннă. Станичка поселокĕнче десантниксем тăшманран шкула туртса илсе хăйсем çавăнта оборона йышăннă. Тăшманран тасатнă çак лаптăка "Пĕчĕк çĕр" ят панă. Гитлеровецсем вара вĕсене унтан кăларма шут тытнă. Пĕчĕк çĕр 7 уйăх е 225 кун хушши хастаррăн çапăçнă. Пуç хунисем вырăнне çĕнĕрен килнисем тăнă. Çĕрĕн кашни лаптăкĕ пирĕн салтаксен тарĕпе, юнĕпе шăварăннă. 1943 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕпе 30-мĕшĕччен çарăн десант ушкăнĕсем тăшманăн 20 пин ытла салтакĕпе офицерне тĕп тунă, нумай çар техникине туртса илнĕ.

Новороссийска Хĕрлĕ Çар салтакĕсем 1943 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче ирĕке кăларнă. Хулана 18-мĕш десант çарĕн салтакĕсемпе матросĕсем тăшманран тасатнă. Оборона пынă вăхăтра Пĕчĕк çĕрĕн кашни хỹтĕлевçи çине 1,25 тонна яхăн тĕрлĕ боеприпас тăкăннă.

Пĕчĕк çĕре хỹтĕленисенчен 21 çын Совет Созĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ, çĕршер салтакпа офицера орденсемпе, медальсемпе наградăланă.

1973 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Новороссийск хулине "Паттăр-хула" хисеплĕ ятпа, Ленин орденĕпе, "Ылтăн çăлтăр" медальпе наградăланă.

КИЕВ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах тăшман Киев çине бомбăсем тăкма пикеннĕ, вăл фронт çумĕнчи хула пулса тăнă. Киевран 197 пысăк промышленность предприятине, аслă тата вăтам пĕлỹ паракан 32 вĕренỹ заведенине, 335 пин ытла çынна эвакуациленĕ. Хулара пурăнакан пиншер çын оборона сооруженийĕсем тунă, халăх ополченийĕ пуçтарса нимĕçсене хирĕç кĕрешнĕ. Киев оборони 72 куна тăсăлнă. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Киева нимĕçсем кĕнĕ. 1941 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнчен августăн 19-мĕшĕччен Киев патĕнче пынă çапăçусене пула Гитлерăн хăйĕн планĕсене улăштарма тивнĕ. Çак çапăçусенче Германин чи лайăх 10 дивизине, 100 пин ытла салтакĕпе офицерне, 200 яхăн самолетпа танкне çапса аркатнă. 778 кун хушши Киев оккупацире пулнă. Нимĕç влаçĕ тĕрлĕ хушусем шутласа кăларнă, вĕсене пăхăнмасан Киев çыннисене концлагерьсене янă. Икĕ çул хушшинче лагерьсенче 200 пин Киев çынни вилнĕ, 100 пинĕшне Германие ирĕксĕр ĕçе илсе кайнă. Нимĕçсем Киевра 800 предприятие, пурăнакан лаптăкăн 40 процентне ишсе-çунтарса янă.

Совет çарĕсем вирлĕн тапăннипе фашистсене хулана пĕтĕмпех çунтарса, аркатса пĕтерме чăрмантарнă. Апла пулин те гитлеровецсем Киевăн тĕп магистралĕпе урамĕсенчен нимĕн те хăварман, истори палăкĕсенчен нумайăшне çĕмĕрнĕ, медицина, вĕренỹ, наука учрежденийĕсене аркатнă, музейсемпе театрсене çаратса кайнă. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн та Киев хули ишĕлчĕксенчен йывăррăн çĕкленнĕ. Патшалăх тата обществăлла организацисен 940 çуртне фашистсем çĕрпе танлаштарса хăварнă-çке. Трамвай çỹремелли çулăн 60 километрне салатнă, трамвай паркне 68 вагонĕпе пĕрле çунтарса янă. Фашистсем хулан коммуналлă хуçалăхĕпе промышленноçне кỹнĕ тăкак 10 миллиард тенке çитнĕ.

1943 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче Н.Ф.Ватутин генерал ертсе пыракан 1-мĕш Украина фрончĕ Киева ирĕке кăларнă. Тăванла республикăсен ĕçченĕсем пулăшнипе Киев хулине ишĕлчĕксенчен хăвăрт çĕкленĕ. Фашистсем аркатнă Крещатика (хулан тĕп магистральне), фабрикăсемпе заводсене, больницăсене, пурăнмалли çуртсене йăлтах çĕнĕрен çĕклеме тивнĕ.

1961 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче СССР правительстви "За оборону Киева" медаль кăларасси çинчен йышăну тунă. Хулана1965 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Ленин орденĕ, "Ылтăн çăлтăр" медаль, "Паттăр-хула" хисеплĕ ят панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика