АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Билетсем сутма тытăннă

30 апреля 2015 г.

 Çăмăл атлетсен Европăри команда чемпионатне пуçарса янăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха. Вăл кăçал Шупашкарта июнĕн 20-21-мĕшĕсенче улттăмĕш хут иртет.

Чемпионат программи хăйне евĕрлĕ. Кашни лигăрах спортсменсем (хĕрарăмсем те, арçынсем те) çирĕм енлĕ ăмăртусенче тупăшаççĕ. Çак шута икĕ эстафета та кĕрет.

Шупашкарта иртекен чемпионат пирки çакна каламалла. Командăсен Европăн VI чемпионатне Беларуç, Германи, Великобритани, Испани, Итали, Норвеги, Польша, Украина, Франци, Финлянди, Швеципе Раççей командисем хутшăнаççĕ. Ăмăртусем "Олимпийский" стадионта иртеççĕ, "Спартак" стадион та спортсменсене йышăнĕ.

Ăмăртусене июнĕн 19-мĕшĕнче, 20 сехетре Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра уçма палăртнă.

Хальлĕхе ăмăртусен сайтĕнче электронлă билетсене çеç туянма пулать. Çитес вăхăтрах вĕсене Шупашкарти кассăсенче те илме май пулĕ. Билет хакĕ стадион секторĕнчен килет, кашни куншăн 200-800 тенкĕпе танлашать. Билетсене икĕ куншăн курттăмăн туянма та пулĕ - вĕсем 300 тенкĕрен пуçласа 1200 тенкĕ таран тăрĕç.

ЧР Спорт минстерствин пресс-служби.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика