АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ

30 апреля 2015 г.

Çулăмпа кĕрешекенсем пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ. Инкеке лекнисене вĕсем чи малтан пулăшма васкаççĕ, вут-çулăмпа куçа-куçăн тăраççĕ. Çăмăл мар ĕçре паха опыт, çаврăнăçулăх кирлĕ. Сăмахран, пушар тухни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн ĕçченсен 1 минутра пуçтарăнса çула тухмалла, вырăна май килнĕ таран хăвăрт çитмелле, лару-тăрăва хакласа кирлĕ йышăнусем тумалла. Инкекре кашни çеккунт, минут çав тери хаклă.

- Çакна пурте шута илсе ĕçлеççĕ те. Вут-çулăма алхасма памасăр хăвăрт сỹнтересси - пирĕн пирвайхи тивĕç. Çавна май кашни самантрах çула тухма хатĕр тăмалла. Автомашина яланах юсавлă, вут-çулăма сỹнтерме шыв пулмалла. Ку енĕпе вара нихăçан та чăрмав çук. Кашни кунах караулта тăватă çын дежурствăра тăрать. Вĕсем икĕ автомашинăпа çула тухаççĕ. Кирлех пулсассăн ытти ĕçченсене те чĕнсе илетпĕр. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсенче вут-çулăм алхасакан çĕре чи малтан вырăнти пушар машинисем çитеççĕ. Вĕсем пурри чăннипех те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, "Асаново", "Дружба", "Рассвет", "Восток", "Труд", "Алга" ЯХПК-сенче, "Урожай" колхозра, Аслă Çĕрпỹел, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче пушар автомашинисене кирлĕ шайра тытса тăраççĕ. Пур ĕçченсем те ĕçе яланах вăр-вар пурнăçлаççĕ. Кашни лару-тăрăва хаклаççĕ, кирлĕ йышăнусем тăваççĕ, çынсене çăлаççĕ. Пушар чаçĕнче чăннипех те паха опытлă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Кашнийĕшĕн ĕç стажĕ 10 çултан кая мар. Унпа пĕрлех çемье династийĕн ĕçне тăсакансем те пур. Сăмахран, Мамуткинсем, Прохоровсем. Пĕртăван Андрейпа Александр Самаринсем те чылайранпа кунта ĕçлеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те водитель. Александр Сергеевичăн ĕç стажĕ - 18 çул, Андрейăн - 15 çул. Çак вăхăтра вĕсем нумай хутчен çула тухнă, вырăна вăхăтра илсе çитернĕ. Шаннă автомашинăсене те тăтăшах юсавлă тытаççĕ, ыттисене пулăшма та ỹркенмеççĕ. 2010 çулта Самаринсем Улатăр районĕнче вăрмансенче алхасакан вут-çулăма сỹнтерме те хутшăннă. Маттур ĕçченсене "Участник ликвидации пожаров 2010 года" медальпе чысланă. Тăрăшуллă водительсенчен тепри - Герман Николаевич Крылов. Вăл кулленхи, обществăлла ĕçре чи пуçарулли. Пĕрле ĕçлекенсене, юлташĕсене яланах пулăшма хатĕр.

Туслă, пĕр-пĕриншĕн тăрăшакан коллективра çеç ĕç кал-кал пырать. Ахальтен мар эпир нумай ăмăрту, конкурс çĕнтерỹçисем. Ĕçченсем маттуррине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ, - паллаштарчĕ кулленхи ĕçпе районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Сергей Алексеевич Алексеев.

Сăмах май каласан, Сергей Алексеевич хăй те тăрăшуллă ертỹçĕ. Çакна пĕрле ĕçлекенсем çирĕплетеççĕ.

- Вăл ертсе пынипе эпир нумай тупăшăва хутшăнатпăр, вĕренỹсем йĕркелетпĕр, ăсталăха ỹстеретпĕр, ыттисен опы-чĕпе паллашатпăр, лару-тăрăва хаклассине сỹтсе яватпăр, - терĕ караул начальникĕ Андрей Жуков.

Ахальтен мар кăçал Сергей Алексеева ĕçри ỹсĕмсемшĕн, тăрăшулăхшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысланă.

"Паян пирĕн служба хăйĕн професси уявне паллă тăвать. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем малашне те умри тĕллевсене чыслăн пурнăçлĕç, çынсене вут-кăварпа çыхăннă инкекрен хỹтĕлĕç. Çăмăл мар ĕçĕрте çирĕп сывлăх, ăнăçусем, кăмăл çирĕплĕхĕ, телейпе ырлăх сунатăп, - терĕ уяв ячĕпе ĕçтешĕсене ăшшăн саламласа Сергей Алексеевич.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика