25 апреля 2015 г.
"Герои нашего времени" тата "Обелиск" акцисемпе килĕшỹллĕн Нĕркеç вăтам шкулĕн волонтерĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă паттăрсен ячĕпе лартнă палăксен тавра тирпейленĕ. Çĕнĕ Кипеç, Хирти Сĕнтĕр ялĕсенчи палăксен йĕри-тавра ачасем типнĕ курăкпа çỹп-çапа тасатнă. Çитес вăхăтра Нĕркеçри Çĕнтерỹ паркĕнче тирпейлеме хатĕрленеççĕ.
"Пирĕн палăксене пăхсах тăмалла, мĕншĕн тесен çакă - вăрçă хыççăн çĕр çине килнĕ ăрусене мирлĕ пурнăçа парнеленĕ паттăрсене хисеплени. Эпир вĕсене сыхласа хăварни, тасатни пирĕн пархатарлă ĕçĕн пĕчĕк пайĕ çеç", - тет "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн çамрăк гвардийĕн" активисчĕ Карина Петрова. Апла пулсассăн ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илсе ĕçе пуçăнасчĕ.
И.НИКОЛАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"