25 апреля 2015 г.
МУРМАНСК. Вăрçă вăхăтĕнче хулара 2830 çуртран 990-шĕ çеç тăрса юлнă. Гитлера Мурманск лайăх вырăнта ларни, тинĕс флочĕсен тĕп базисем кунта пулни, çурçĕр тинĕс çулĕ пуçланни, тăрăх пулăсемпе, вăрман, карап юсас, энергетика, никель промышленноçĕсемпе пуян пулни илĕртнĕ.
Хулана хỹтĕлекенсем окопсенче, завод цехĕсенче, карап палуби çинче, çунакан урамсенче мĕн виличчен тăнă. Хула çыннисем аманнисене сипленĕ, хĕç-пăшал, йĕлтĕрсемпе шлюпкăсем тунă, ăшă тумтир хатĕрленĕ. Унсăр пуçне çĕршыв фондне 60 миллион тенкĕ укçа пуçтарса панă. Блокадăри Ленинграда та пулăшнă. Вилĕм хăрушлăхĕ хупăрласа илсен çынсем хулана хỹтĕлеме кайма ыйтса рапорт çырнă. Леонид Соболев писателĕн "Один моряк - просто моряк; два моряка - взвод; три моряка - рота; а четыре моряка - батальон" сăмахĕсене пĕрре мар çирĕплетнĕ. Мурманск ĕçченĕсем Карелипе Çурçĕр фрончĕсене пинĕ-пинĕпе минăсемпе минометсем, вун-вун пин граната, тĕрлĕ çар снаряженийĕ ярса панă. Мурманск асапĕ 1200 куна тăсăлнă. Çак вăхăтра ун çине фашистсем 207 пин бомба пăрахнă, хулан виçĕ пайĕ çунса кайнă, час-часах хулара фронтринчен те хăрушăрах пулнă. Америкăри пĕр журналта çакăн пек сăмахсем ахальтен пичетленмен: "Если он когда-нибудь наступит этот мир, пусть скорее он придет к людям Мурманска. Они заслужили его". Çак çапăçусенче нимĕçсен çухатăвĕсем те аванах пулнă: вĕсем 100 пине яхăн офицерпа салтак, 2000 самолет, 800 карап çухатнă. Çакăнтах пирĕн шыв айĕнче çỹрекен карап "Адмирал Тирпиу" нимĕç линкорне аркатнă. 1944 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Совет çарĕсен Петсамо-Киркенесс операцийĕ пуçланнă, тепĕр уйăхран Мурманска ирĕке кăларнă. 1985 çулхи майăн 6-мĕшĕнче Мурманск хулине "Паттăр-хула" хисеплĕ ятпа, Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе, "Ылтăн Çăлтăр" медальпе чысланă.
СМОЛЕНСК. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа Гитлер çарĕсен Смоленскра пĕрремĕш хутчен чарăнса оборонăна куçма лекнĕ. Ку таранччен, 1939 çултанпа, вĕсем пĕр чăрмавсăр çул çинче мĕн тĕл пулнине йăлтах аркатса пынă. Чăнахах та, çу варринче пирĕн çухатусем пысăк пулнă, нимĕçĕн вара Смоленск-Мускав çул çинче чи вăйлă "Центр" çарĕ тăнă. Анчах та вырăссем никам курман çирĕплĕхпе кĕрешнĕ, спиртлă бутылкăсемпе те нимĕç танкĕсене аркатнă. Нимĕçсем Смоленск патнелле çывхарнă чухне вĕсем çине хăйĕн çулĕнче пĕтĕмпех аркатакан, çунтаракан, никам пĕлмен çĕнĕ "Катюша" установка çĕкленнĕ. Июнĕн 29-мĕшĕнче фашистсем пĕр чарăнмасăр 6 сехет хула çине татти-сыпписĕр бомбăсем пăрахнă. Çул çитмен ачасем, хĕрарăмсем аманнисене пулăшнă, салтаксене снарядсем парса тăнă. Нимĕçсен вăйĕ пысăкрах пулсан та, совет çарĕн паттăрлăхĕ умĕнче вĕсен каялла чакма тивнĕ. Смоленск тăрăхĕнчи çапăçусем 2 çул та 3 уйăха тăсăлнă. Нимĕçсем 12 хулана, 5 поселока, 3 район центрне, 100 ытла яла çĕр çийĕнчен тасатнă. Вĕсем 151319 çынна вĕлернĕ, 230137-ĕшне тыткăна илсе кайнă, 164630-ĕшне Германие каторга ĕçĕсене янă. Хула нимĕç çарĕ аллинче пулсан та, парăнман. Оккупацири хулара партизансен 60 пин йышлă 120 отрячĕ ĕçлени паллă. Смоленск çыннисем пурнăçĕсене шеллемесĕр ирĕклĕхшĕн çапăçнă. 1943 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче "Смоленск" гостиница тăрринче 331-мĕш стрелоксен дивизийĕн Хĕрлĕ Ялавĕ курăнса кайнă. Хуларан тухнă чухне нимĕçсем Смоленска йăлт аркатса хăварасшăн пулнă. Совет çарĕн салтакĕсем вĕсене чарса ĕлкĕрейнĕ. Фашистсене пула хулари çуртсен 7 проценчĕ çеç тăрса юлнă. Вĕсене те пулин нимĕçсем минăсем хурса хăварма ĕлкĕрнĕ. Пĕрремĕш кунсенче çеç пирĕн саперсем сирпĕнекен 5 япала, 230 авиабомба тупса сиенсĕрлетнĕ. Кĕске вăхăтра хула çыннисем Смоленска çĕнĕрен çĕкленĕ. Смоленск хулине "Паттăр-хула" хисеплĕ ятпа, Ленин орденĕпе, "Ылтăн çăлтăр" медальпе наградăланă.
Источник: "Каçал Ен"