25 апреля 2015 г.
Чăваш Ен нумай çул ĕнтĕ республикăра пурăнакан пĕр çын пуçне çурт-йĕр хута ярассипе Атăлçи федераци округĕнче лидерсен йышĕнче. 2014 çулта пĕтĕм çăлкуçри укçа-тенкĕпе усă курса республикăра пурĕ 862,1 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă е 2013 çулхипе танлаштарсан 103 процент. Хута янă çурт-йĕртен 46 проценчĕ е 396,5 пин тăваткал метрĕ - эконом-класс йышши çурт-йĕр.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Олег Марков лару-тăрупа паллаштарать.
- Олег Иванович, пĕлтĕр Комсомольски районĕнче миçе тăваткал метр çурт-йĕр хута янă?
- 2014 çулта Комсомольски районĕнче 23,802 пин тăваткал метр е планпа пăхнин 100 проценчĕ чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Уйрăм çынсем 21,860 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă. Районта кашни çын пуçне 0,91 тăваткал метр хута янă, республикăри вăтам кăтарту - 0,69 тăваткал метр.
- Район çак кăтартусене сыхласа хăварма пултараять-и?
- Комсомольски районĕ, ытти муниципалитетсем пекех, 2015 çулта районта пĕлтĕрхинчен кая мар пурăнмалли çурт-йĕр хута яма килĕшỹ çырнă. Апла пулсассăн кăтартусем лайăх пулмалла. Унсăр пуçне республикăри влаç органĕсен умне тĕллев лартнă - 2015 çул вĕçне республикăра хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕм калăпăшĕн 48 процентĕнчен кая мар пайĕ эконом-класс йышши пулмалла. Çак тĕллеве Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртрĕ. Ку енĕпе министерство республикăри муниципаллă районсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлĕ.
- Чăваш Ен "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнать. Республикăра пурăнакансенчен кам унта хутшăнаять тата мĕнле программа вăл?
- "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна чи малтанах пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕçлĕ, черетре тăракан, пĕр çын пуçне 18 тăваткал метртан сахалрах пурăнмалли лаптăк тивĕçекен çемьесем хутшăнаççĕ.
Программăна пурăнма юрăхсăр, авариллĕ, реконструкцилекен, пăсакан нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем, çул çитмен икĕ е ытларах ачаллă, ача амăшĕн капиталне тивĕçлĕ çемьесем, çар ветеранĕсем хутшăнма пултараççĕ. Унпа пĕрлех программăна кĕме тивĕçлĕ уйрăм категорири граждансене палăртнă, вĕсем: çамрăк çемьесем, оборона предприятийĕсен, хула строительствин ĕçченĕсем, ытти категорири граждансем те.
Программăпа килĕшỹллĕн 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен республикăра 210 пин тăваткал метр эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă. Çавнашкал пурăнмалли çурт-йĕр вăтам шайра пурăнакан 5000 яхăн çемьене хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май парать. Тĕплĕнрех программăпа Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министерствин сайтĕнче "Раççей çемйи валли кил-çурт" баннерта паллашма май пур.
А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"