25 апреля 2015 г.
Апрелĕн 23-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи Сергей Владимирович Викторов пулчĕ. Вăл район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче "Раççей Федерацийĕн регионĕсене ĕçлеме тухса каякансене мониторинг ирттересси" ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта район администрацийĕн, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн, ял хуçалăхпа экологи пайĕн, ял поселенийĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсем, республика тулашне ĕçлеме каякансем хутшăнчĕç.
Район администрцийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев килнĕ хăнасемпе, канашлу темипе паллаштарчĕ. Галина Воронова районти ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕ, пуçласа мониторинг ирттернин пĕтĕмлетĕвĕсем пирки каласа пачĕ. Районта республика тулашне ĕçлеме каякансем самаях иккен. 2015 çулхи апрелĕн 23-мĕшне вĕсем - 1342 çын (ĕçлеме пултаракансен 9,1 проценчĕ). Ыйтса пĕлнĕ тăрăх, каякансенчен 108-шĕ - ĕç килĕшĕвĕпе, 300-шĕ - 19 бригада тытăмĕнче, 200-шĕ ĕçлĕ хутшăнăва йĕркелемесĕр уйрăм секторсенче ытти çынсем урлă хатĕрленĕ подряд килĕшĕвĕсемпе ĕçлеççĕ. Александровка, Аслă Çĕрпỹел, Тукай ял поселенийĕсенче республика тулашне ĕçлеме каякансен шучĕ ытти поселени-семпе танлаштарсан ытларах. Тĕп ĕç вырăнĕсем: Мускав хулипе облаçĕ (77 процент), Чулхула облаçĕ (8 процент), Тутар Республики (8 процент), Санкт-Петербург хули тата ытти облаçсем (7 процент).
Сергей Владимирович республика тулашне ĕçлеме çỹрекенсене ĕçе вырнаçтарассипе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр умĕнче тăракан тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. "Чăваш Енре ытти регионсене ĕç шырама каякансен шучĕ кашни çулах ỹссе пырать, - терĕ вăл калаçăва пуçласа. - Ĕçлеме тухса каякан кашни гражданинăн социаллă сыхланмалла. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхра ĕç миграцийĕн мониторингне ирттерме хушнă. Унăн хушăвне пурнăçласа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕрле мониторинг ирттермелли тĕрлĕ майсен комплексне йĕркеленĕ, вĕсене пурнăçа кĕртетпĕр". Сергей Владимирович паянхи куна республика тулашне 19692 яхăн гражданин (ĕçлеме пултаракансен 3,3 проценчĕ) кайса çỹренине, вĕсенчен 7903-шĕ бригадăсен тытăмĕнче пулнине палăртса хăварчĕ.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"