АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕмсĕр полк

22 апреля 2015 г.

Аслă Çĕнтерỹ уявĕ çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Тăшмана аркатнăранпа мухтавлă 70 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май, район шайĕнче нумай ĕç туса ирттернĕ, хатĕрленỹ тапхăрĕ малалла та пырать.

Çĕнтерỹ уявĕн кунĕнче район центрĕнче хурлăхлă митинг ирттерме палăртнă. Ытти çулсемпе танлаштарсан, кăçалхи митинг анлăрах пулмалла. Уйрăмлăхĕ вара - вăрçăра пуç хунă е килсен йывăр сурансене пула вилнĕ çынсен портречĕсене çак митингра тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, ачисем е мăнукĕсем йăтса утни. Пурнăçне шеллемесĕр пуç хунă салтаксене асра тытни, вĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕпе хастарлăхне шута илни, сăнỹкерчĕкĕсем куç умĕнче пулни - "вилĕмсĕр полк" акцийĕн тĕп тĕллевĕ.

"Вилĕмсĕр полк" акци 8 çул каялла Томск хулинче пĕрремĕш хут пуçланнă. Хула çыннисем вилнĕ 10 пин ытла салтакăн сăн ỹкерчĕкĕсене шествинче йăтса утса тĕслĕх кăтартнă. Ырă йăла кăçалхи çул çĕр-çĕр ытла хулапа ял тăрăхĕнче вăя кĕрĕ.

Сăнỹкерчĕке мĕнле хатĕрлемелле? 21х30 размерлă пысăклатнă, çапса кăларнă сăнỹкерчĕке хытă картон е фанера çине вырнаçтармалла, хĕррисенче 3 см чухлĕ таса, шурă тĕслĕ вырăн юлмалла. Çапла майпа фанера размерĕ 27х36 пулса тăрать. Йăтса утма меллĕ тата пурне те курăнмалла пулма фанерăна е хытă картона хыçал енчен 1 м тăршшĕ çỹхе рейка çине хытармалла. Енчен те вилнисен сăнỹкерчĕкĕ сыхланса юлман пулсан, çак размер çинех унăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне çырса хурса та митинга хутшăнма юрать. Тĕп тĕллевĕ - эпир вĕсене астуса пурăнни.

Аслă Çĕнтерỹ уявĕн митингне хутшăнакансене майăн 9-мĕшĕнче Комсомольски район центрĕнче, çарĕç комиссариачĕ умĕнче, ирхине 10 сехет çурăпа 11 сехет хушшинче кĕтетпĕр. Митинг 11 сехетре пуçланать. Уява пурне те йыхравлатпăр.

В.КУРИЦЫНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика