АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тип курăка çунтарни инкек патне илсе çитерет

22 апреля 2015 г.

2014 çулта республикăра 1035 пушар тухнă, вĕсенче 96 çын вилнĕ. Виçĕмçул 1053 пушарта 95 çын пурнăçĕ татăлнă. Вут-çулăм 128 млн тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. 2014 çулта пушар хуралĕн ĕçченĕсем вут-çулăм алхаснă 1334 вырăна çитнĕ.

Кăçал республикăра 276 пушар регистрациленĕ (малтанхи çул - 262), 5,3 процент ỹснĕ. Çак пушарсене пула 40 çын вилнĕ (умĕнхи çул - 42), 4,8 процент чакнă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем çунакан 149 вырăна сỹнтерме кайнă. Вĕсенчен 18 пушарĕ типĕ курăка çунтарнипе тухнă.

Профилактика ĕçĕсем, типĕ курăкпа çỹп-çапа çунтарма юраманни пирки калаçусем ирттерсен те чылай пушар шăп вĕсене çунтарнă вăхăтра сыхламанран пулаççĕ.

2014 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнче пурăнакан хăйĕн пахчинче пĕлтĕрхи курăка çунтарнă. Вăйлă çиле пула çулăм кỹршĕн мунчи çине куçса ỹксе 5-7 минут хушшинче çунтарса янă. Пушар хăрушсăрлăхĕн хушăвĕсене пăхăнманшăн гражданина административлă майпа айăпланă, сиен кỹнине судпа тỹлемелле тунă.

2014 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче çиллĕ вăхăтра типĕ курăка çунтарнине пула дачăсем çине куçса кирпĕчрен - 3, хăмаран тунă 9 сарай çунса кайнă. Шел пулин те, кам çунтарнине палăртайман.

Пĕлтĕр, апрелĕн 21-мĕшĕнче, Улатăр районĕнчи Низовка çынни пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмасăр пахчинче çỹп-çапа çунтарнă. Вăйлă çиле пула кỹршин хуралтисем çунса кайнă. Гражданина административлă штраф панă.

2011 çулта вара тип курăка çунтарнипе тухнă пушарта 1942 çулта çуралнă хĕрарăм вилнĕ.

Пĕлтĕр çурхи-çуллахи вăхăтра тип курăка çунтарнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн хушăвĕсене пăхăнманнишĕн 19 гражданина административлă майпа айăпланă, вĕсене 30-шар пин, должноçри пĕр çынна 15 пин тенкĕ штраф панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика