АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене юсаççĕ, çĕннисем сараççĕ

22 апреля 2015 г.

 "2011 çулта эпир республикăри хуласенче картиш территорийĕсене тата вĕсем патне пымалли çулсене тĕпрен юсамалли программăна пурнăçлама тытăнтăмăр. Çакă тĕрĕс йышăну пулчĕ, ăна халăх хĕрỹллĕн ырларĕ. 2015 çултан пуçласа ял çĕрĕнчи халăх пурăнакан вырăнсенче куçăмлă сийлĕ автомобиль çулĕсем тума тытăнаççĕ. Ял халăхĕ лайăх условисенче пурăнма тивĕç тата ку правăна вăл ĕçлесе илнĕ" тесе палăртса хăварчĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çакна тĕпе хурса кăçал республикăра сахал мар çул-йĕр юсама тата çĕнни сарма палăртаççĕ. Лару-тăрупа ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов паллаштарать.

- Владимир Иванович, кăçал Комсомольски районĕнче çул-йĕр юсасси тата çĕнни сарасси планра пур-и?

- Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсама республика бюджетĕнчен вуншар çул хушши укçа-тенкĕ уйăрман. Вăхăт иртнĕ май чылай картишĕнче çул-йĕр юрăхсăра тухрĕ. Çавна май, лару-тăрăва шута илсе, пĕлтĕр ку енĕпе ĕçлеме пикеннĕ. Сăмахран, 2014 çулта районта 5 картиш территорине тата вĕсен патне пымалли 1730,4 тăваткал метр çула юсаса çĕнетнĕ те. Кăçал Чăваш Республикинчи çул-йĕр фондĕнчи укçа-тенкĕпе тата 5 картиш территорине, вĕсен патне пымалли 6 çула, пĕтĕмпе 1918,3 тăваткал метр, юсама палăртнă. Унпа пĕрлех ял поселенийĕсенчи вырăнти çулсене тĕпрен юсама та укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе 2015 çулта яллă вырăнсенче "Чăваш Республикинче сахал автомашина çỹрекен çулсене проектласси" организаци стандарчĕпе килĕшỹллĕн куçăмлă сийлĕ автомобиль çулĕсем (щебенка сарса) тума тытăнаççĕ. Асăннă çул çинче талăкра 400 транспортран кая мар çỹремелле.

Пĕлтĕр Комсомольски районĕнчи 17,901 км автоçула, вĕсенчен 4,93 км - ял тăрăхĕсенчи çулсем, юсама 84141,051 пин тенкĕ тăкакланă.

- 2015 çулта çул-йĕр юсама хыснаран мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă?

- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн кăçал Комсомольски районĕнчи вырăнти автомобиль çулĕсене тума 5669,699 пин тенкĕ уйăрнă. Унпа Нĕркеç, Комсомольски, Урмаел, Тукай Мишер, Çĕнĕ Шăхран ялĕсенчи урамсене çул сараççĕ.

А. ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика