АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта ĕçлĕ визитпа министр килнĕ

18 апреля 2015 г.

 Апрелĕн 14-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Николаевич Иванов пулнă.

Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Романович Афанасьевпа, вĕренỹ учрежденийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулнă. Министр ача садĕнчи черет сахаланни, виçĕ çултан иртнĕ ачасене шкул умĕнхи пĕлỹ памалли условисем пирки сăмах хускатнă. Владимир Николаевич профориентаци ĕçне те пысăк тимлĕх уйăрмалли çинче чарăнса тăнă. Паянхи куна республикăра рабочи специальноçĕсем кирлĕ пулнине палăртнă. Шкул пĕтерекенĕн кăсăкланăвне, туртăмне, пултарулăхне вырăнлă усă курма пĕлни кирлĕ. Шкул ачисене профессисем, ĕç рынокĕ, специальноç илме май пур учрежденисем пирки калакан хыпарсене вăхăтра çитермелле.

2011-2012 çулсенче кĕçĕн классен вĕренĕвне çĕнĕ стандартсем çине куçарасси пуçланнă. Министр 2015-2016 вĕренỹ çулĕнче федераллă патшалăх стандарчĕпе килĕшỹллĕн ĕçлемеллине палăртнă.

Хăйĕн калаçăвĕнче Владимр Николаевич вĕренỹ системинче çамрăк ĕçченсем сахалрах пулнине те асăннă. Министрпа районти вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен тĕлпулăвĕ активлă диалог майлă иртнĕ. Владимир Иванов вĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика