АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çыншăн чи хаклă пуянлăх - çемье

18 апреля 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемье хаклăхне тĕреклетесси, аталантарасси патшалăх органĕсен тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри тесе шутлать. Кăçал Патшалăх канашне янă Çырăвĕнче çемье ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрса: "Тăван йăваран хакли нимĕн те çук теççĕ халăхра. Эпир хамăрăн республикăна чун-чĕререн юрататпăр, унăн ырлăхĕшĕн патриотла туйăмсемпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парса, яваплăха туйса, ырми-канми ĕçлетпĕр. Пирĕн тăван кĕтес çутă та ырă пултăр, çынсем тăнăçлăхпа килĕшỹре, çемьене упраса, унăн хаклăхне ỹстерсе пурăнччăр. Çирĕп те туслă çемьене нимĕнле инкек-синкек те хăратмасть", - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне çемьене çирĕплетмелли мĕн пур майсене ĕçе кĕртмелли задачăсем палăртнă.

Çемье хаклăхне ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăрни уйрăлакан мăшăрсен йышне чакарассипе тỹрремĕнех çыхăннă. Çак тĕллевсем епле пурнăçланнипе Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева паллаштарать.

- Çемье хаклăхне пропагандăлас енĕпе республикăри ЗАГС уйрăмĕсем мĕнле мероприятисем йĕркелеççĕ?

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе, çемье хаклăхне çирĕплетес тата ỹстерес тĕлĕшпе ЗАГС органĕсем тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Илемлĕ те хăтлă залсенче савăнăçлă лару-тăрура çамрăк мăшăрсене регистрациленипе пĕрлех, чылай çул пĕрле пурăнакансене, нумай ачаллă çемьесене чыслассине, тĕлпулусем йĕркелессине те йăлана кĕртнĕ. 2014 çулта çакăн йышши 2 пин ытла мероприяти ирттернĕ, вĕсенчен 45-шĕ - районта.

- Надежда Викторовна, Комсомольски районĕнчи ЗАГС уйрăмĕ çемье ят-сумне ỹстерес тĕлĕшпе мĕнле тăрăшать?

- Республикăри тата сирĕн районти ЗАГС органĕсем ача амăшĕн, ашшĕн ят-сумне çĕклессине тĕпе хураççĕ. Уйрăмах ача ятне хурассине, амăшĕн капиталĕн, нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ сертификачĕсене парассине савăнăçлă лару-тăрура йĕркелесси йăлара. Унпа пĕрлех уявсене çамрăксене явăçтарса 50, 60 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене те тăтăшах чыслаççĕ. Мероприятисем вăхăтĕнче вĕсемпе курнăçса калаçни çемье телейĕн, тăнăçлăхĕн вăрттăнлăхне уçса пама пулăшать те. Мăшăрсемпе тĕл пулнине, калаçнине хаçатра анлă çутатни те пысăк вырăн йышăнать. 2015 çулта районти 35 мăшăр - 50 çул, 24 мăшăр - 55 çул, 13 мăшăр 60 çул пĕрле пурăннине паллă тăваççĕ. "Юратупа шанчăклăхшăн" ордена тивĕçнĕ мăшăрсене: София Петровнăпа Григорий Павлович Павловсене (Йỹç Шăхаль), Зоя Васильевнăпа Арсений Степанович Кокоревсене (Кĕçĕн Каçал), Клавдия Николаевна Акчуринăпа Петр Леонтьевич Автономова (Шăхасан) уйрăммăн палăртса хăварас килет. Унсăр пуçне районта пурăнакан 10 мăшăр "Юратупа шанчăклăхшăн" медале тивĕçнĕ. Вĕсен çемье опычĕпе пуянлăхĕ - çамрăксемшĕн тĕслĕх. Çак çемьесенче пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма, хаклама пĕлни, йывăр самантра пулăшма тăрăшни - тĕп вырăнта.

Тинтерех çемье çавăрнă çамрăк мăшăрсене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Вĕсем психологи тĕлĕшĕнчен çемье çавăрма хатĕр пулманни йывăрлăхсене çĕнтерме чăрмантарать. Çавăнпа та çемьеленме тĕплĕн хатĕрленмелле, кăткăс лару-тăруран çаврăнса тухма хăнăхмалла.

- Надежда Викторовна, юлашкинчен пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çемье политикине аталантарма йышăннă çул-йĕр паянхи кун чи кирли те пĕлтерĕшли. Çирĕп çемье - Чăваш Ен, Раççей пуласлăхĕ, аталанăвĕ. Çемье телейлĕ пулсассăн, унта ача-пăча сасси янăрасассăн, асатте-асанне ачашлăх парнелесессĕн çеç общество тĕреклĕ, патшалăх вăйлă пулĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика