АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ статьяпа айăпланă

15 апреля 2015 г.

 2015 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк район сучĕ А.Э. Рыжова айăпласа приговор кăларнă.

Антон Эдуардович Рыжов Киров облаçĕнчи Киров хулинче çуралнă. Чĕрĕк ĕмĕр пурăнайман пулин те, вăл тĕрмере темиçе хутчен те ларса тухма ĕлкĕрнĕ. 2014 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Рыжов Комсомольскинчи "Круиз" кафере пулнă. Ỹсĕрскер, çурçĕр иртсе икĕ сехетре Н.В.Огородников уйрăм предпринимателĕн курткинчен 100 пин тенкĕ укçа тата автомашинăн çăра уççине кăларса илнĕ. Кăшт вăхăт иртсен арçын "Круиз" кафен сыхлакан автостоянкинчи Н.В.Огородниковăн "Мерседес спринтер" автомашинине хăваласа кайнă. Вăрланă машинăпа Йошкар-Ола хулине çул тытнă. Анчах та вăл унта çитсе ĕлкĕреймен.

Э.Рыжов Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексăн 158-мĕш статйин иккĕмĕш пайĕн "в" пункчĕпе тата 166-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕпе айăплава пĕтĕмпех йышăннă. Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 15-мĕш стат-йипе килĕшỹллĕн айăплав вăтам шайри шутланать.

Антон Рыжова айăплă тесе, икĕ статьяпа икшер çул ирĕкрен хăтарма йышăннă. РФ УК 69-мĕш статйин 2-мĕш пайне шута илсе Рыжов гражданинăн пĕтĕмпе 3 çул тĕрме кирпĕчне шутлама тивĕ.

А.ФИЛИППОВ,

судья.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика