15 апреля 2015 г.
Управлени специалисчĕсем районта пурăнакансем тата ĕç паракансем патне страхлав пенсийĕ пирки информаци пĕлме ятарлă çырусем янă. Асăннă çырусене илнисен пенси фончĕн районти управленине пымалла, хăвăрпа пĕрле паспорт, ĕç кĕнеки, ĕç стажне палăртакан ытти документсем пулмалла. Специалистсем документсемпе паллашса çыннăн уйрăм счечĕ çине информаци кĕртеççĕ.
Пенси фондĕнчен ĕçлекен çынсен хушамачĕсене илнĕ ĕç паракансен 2002 çулччен ĕç стажĕ пирки информаци кĕртмен пулсассăн, СЗВ-К формăпа килĕшỹллĕн очетсем памалла.
Çак ĕçе ĕçченсен стажне тата çитес çул пенсие балпа шутланă чухне шута илме йĕркелеççĕ. Стаж пирки информаци пулманни ĕç пенсийĕ çине пысăк витĕм кỹме пултарать.
Тĕплĕнрех хĕрỹ лини телефонĕпе - 5-19-51- ыйтса пĕлме пултаратăр. Пенси фончĕ 8 сехетрен 17 сехетчен ĕçлет (12.00-13.00 - апат вăхăчĕ).
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ.
Источник: "Каçал Ен"