АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕсен ят-сумĕ ан чактăр

15 апреля 2015 г.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине чыслăн паллă тăвас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Пур çĕрте те фронтовиксемпе, тыл паттăрĕсемпе тĕл пулаççĕ, ватăсем çамрăксене тăватă çул пынă хаяр та аркатуллă вăрçă çинчен каласа параççĕ. Вăрçă паттăрĕсене чысласа лартнă палăксене юсаса çĕнетеççĕ, çĕнĕ палăксем хываççĕ, юбилей медалĕсем парас ĕç вĕçленсе пырать.

Çитмĕл çул ĕнтĕ эпир мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр. Çапах та мирлĕ вăхăтрах чылай çамрăкăн вăрçă нуши-тертне тỹсме тивет. Тĕрлĕ çĕршывсенчи вăрçăллă лару-тăрăва хутшăнасси те пĕтмен. Афганистана интернационалла пулăшу парас тĕллевпе вăрçа хутшăнни те, Чечняри вăрçă пысăк çухатусем патне илсе çитерни те пирĕншĕн инкек.

Афган вăрçине Чăваш Республикинчи 4500 яхăн çамрăк хутшăннă, çав шутра 225-шĕ - пирĕн районтан.

Вунă çула тăсăлнă вăрçăран нумайăшĕ аманса-чирлесе таврăннă. Пирĕн ентешсенчен пиллĕкĕшĕ: Игорь Гаврилов (Хирти Явăш), Владимир Крылов (Аслă Чурачăк), Фазых Тазетдинов (Элпуç), Виктор Тумаков (Тăманлă Выçли), Сергей Шмелев (Йỹç Шăхаль) тăван ялсен масарĕсене цинк тупăкпа таврăннă.

Паллă таврапĕлỹçĕ, халăх академикĕ Анатолий Герасимович Агафонов афганецсене чысласа, ĕмĕр асăнса пурăнма кĕнеке çырать.

Кĕнеке кăларасси халĕ пĕртте çăмăл мар. Чи йывăрри - ăна пичетлеттерме укçа тупасси. Район бюджетĕнче ун валли укçа пăхса хăварман пирки район халăхĕ пулăшасса кĕтмелле.

Районта тупăшлă ĕçлекен магазинсем, предприятисем, организацисем сахал мар. Уйрăм çынсем те айккинче юлас çук пулĕ. Елчĕксем кун пек кĕнеке пичетлесе кăларнă та ĕнтĕ. Эпир кỹршĕсенчен мĕнрен кая?

Спонсорсем кĕнеке валли укçана Перекет банкне хывма пултараççĕ. Реквизичĕсем çапла:

Банк получателя Доп. офис №8613/0445

Кор/счет банка 30101810300000000609

БИК банка 049706609

Счет получателя 42306810175080002466

Ф.И.О. получателя Агафонов Анатолий Герасимович.

Уйрăм çынсем администраци çуртĕнче В.Н.Гаврилова пама пултараççĕ.

Çывăх вăхăтрах çав кĕнекене алла илесчĕ. Унта кашни афганец, вĕсен паттăрлăхĕ çинчен вуласа пĕлĕпĕр.

Рев. МОИСЕЕВ,

общество корреспонденчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика