15 апреля 2015 г.
Чылай çул сăнанине тишкерсессĕн республикăра вут-çулăм ытларах май, июнь, июль, август уйăхĕсенче алхасать. Чăннипе пушар тухас хăрушлăх апрельтен пуçласа октябрьчченех пысăк. Чылай чухне вăл уйрăмах çак тапхăрта типĕ курăка, çỹп-çапа çунтарнипе çыхăннă. Асăрханманнипе вăрман çуннă тĕслĕх те сахал мар. Типĕ курăка чĕртсе янипе час-часах хуçалăх хуралтисем, пурăнакан çуртсем тивсе кайма пултараççĕ. Уяр та ăшă çанталăкра çулăма вăй илме пĕчĕк вут-хĕм те çителĕклĕ. Çавăнпа та асăрхануллă пуласчĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнасчĕ. Типĕ курăка çилсĕр кунсенче çеç çунтармалла. Йĕри-тавра 50 метрта нимĕнле объект та пулмалла мар, 25-30 метрти çĕр лаптăкне типĕ йывăçсенчен, çунтармалли- сĕрмелли материалсенчен, çунакан япаласенчен тасатмалла. Пушара сỹнтернĕ чухне кирлĕ хатĕрсем ал айĕнчех пулччăр.
А.СОРОКИН,
районти пушар надзорĕн уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"