11 апреля 2015 г.
Аслă Çĕнтерỹ çывхарнă май ветерансем валли парнесем хатĕрлеççĕ. Май уйăхĕн 3-12-мĕшĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем тата сусăрсем тĕрлĕ транспортпа тỹлевсĕр çỹреме пултараççĕ.
Унта автобуссем кăна мар, пуйăссем, авиа тата юханшыв транспорчĕсем те кĕреççĕ. Ветеранпа пĕрле тепĕр çын, ăна илсе çỹрекенни те, тỹлевсĕр кайма пултарать.
Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче те тỹлевсĕр çỹреме май пулĕ. Хальлĕхе пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 14 фронтовик Мускаври, Питĕрти, Севастопольти, Волгоградри уяв мероприятийĕсене хутшăнма кăмăл тунă.
Ветерансене вокзала та илсе çитерĕç.
Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов пĕлтернĕ тăрăх, тỹлевсĕр çỹрес тесессĕн вокзалсен кассисене пырса кирлĕ документсене хатĕрлеттермелле. Кун валли Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн, сусăр пулнине ĕнентерекен удостоверени, паспорт кирлĕ. Ветеранпа çула тухаканăн паспорчĕ те билет туянма кирлĕ пулать.
Источник: "Каçал Ен"