АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанкассисен Аслă çĕнтерỹри тỹпи

11 апреля 2015 г.

Вăрçă умĕн Асанкассинче 470 кил шутланнă, вĕсенче 2000 ытла çын пурăннă. Халĕ кунта 426 килте 1217 çын пурăнать.

Мирлĕ малашлăх çинчен çеç ĕмĕтленекен ĕç халăхне 1941 çулхи çĕртмере фашистла Германи вăрă-хурахла тапăнса кĕни пысăк хăрушлăха кĕртсе ỹкерет. Асанкасси çыннисем те, пĕтĕм совет халăхĕ пекех, тăшмана хирĕç çĕкленнĕ.

Мобилизаци йĕркипе тата хăйсен ирĕкĕпе Асанкассинчен 405 çын, çав шутра ултă хĕр, фронта тухса кайнă. Вĕсемĕр пуçне çар учетĕнче тăракан 60 ытла ĕç лашине вăрçа ăсатнă. Ялти П.Осипенко ячĕллĕ промартель те вăрçă ĕçне кỹлĕнет. Кунта ĕçлекен 147 çын çар командованийĕн заданийĕсене пурнăçлать: фронт валли çуна-урапа, йĕлтĕрсем, снаряд-патрон ещĕкĕсем тата ытти те хатĕрлет...

Вăрман çыннисем фронтра та паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса çапăçаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă пилĕк воин, пирĕн ентешсем, Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕç пулнă. Вĕсенчен пĕри, Федор Николаевич Чернов лейтенант, взвод командирĕ - Асанкасси çынни. Вăл Висла шывĕ çинчи плацдармри çапуçăра пултаруллă, паттăр пулнипе палăрнă.

Асанкасси çыннисем хушшинче вăрçăра хăюлăх кăтартнисем сахал мар. Тепĕр паттăр çинчен каласа памасăр иртме çук. Вăл - Дмитрий Герасимович Герасимов. Пурăннă пулсан кăçал 100 çул тултармаллаччĕ. Д.Герасимова Хĕрлĕ Çара 1937 çулта илнĕ. Вăл 1939 çулта Хĕвеланăç Украинăпа Белоруссие ирĕке кăларассишĕн пынă операцисене хутшăннă. 1940 çулта çар службинчен киле таврăннă. Мирлĕ ĕçпе нумаях савăнайман. Вăл 1941 çулхи июнь уйăхĕнчен çапăçусене хутшăннă. Аслă сержанта çар службинче опыт пухнине, унăн пултарулăхне шута илсе, саперсен взвочĕн командирне çирĕплетнĕ. Сăмах май каласан, Д.Герасимов - салтаксем фронтран чăваш халăхĕ патне Чĕнсе каланин авторĕсенчен пĕри. Вĕсем чăваш халăхĕ умĕнче тăшманпа пурнăçа шеллемесĕр, паттăрлăх кăтартса çапăçма тупа тунă. Герасимов взвочĕ тупана чыслăн пурнăçланă.

Герасимов саперĕсем минăсем лартас, сиенсĕрлетес ĕçсенче пысăк пултарулăх, хăюлăх кăтартнă, кĕперсем тăвас ĕçре пысăк ăсталăхпа палăрнă.

1943 çулта командовани приказне ăнăçлă пурнăçланăшăн Герасимова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. 1944 çулта ăна II степеньлĕ "Отечественная война" орден панă. Çак çулах Хĕвелтухăç Пруссинче наступлени тăвакан çарсем умĕнчи юхан шыв çинче кĕпер тума панă заданине йывăр условисенче ăнăçлă пурнăçланăшăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Асăннă операцие пурнăçланă чух Герасимов, йывăр аманнă пулсан та, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ илнĕ хыççăн стройрах юлнă, приказа пурнăçличчен (кĕпере хута яриччен) хăйĕн тивĕçне пурнăçланă. Кĕпере юсаса пĕтерсен çеç ăна госпитале ăсатнă. Д.Герасимов хăйĕнпе кайран калаçнă чух çапларах каласа панăччĕ: "Ман пата, хирти куçса çỹрекен госпитале, дивизин политпайĕн офицерĕ пырса кайрĕ. Вăл "Герасимов, Сире эпир Совет Союзĕн Геройĕ ят пама документ тăратрăмăр, - терĕ. - Чысшăн çапăçман пулсан та, ырă хыпаршăн чĕререн тав турăм, ыратни те вăхăтлăха манăçрĕ. Каярах мана Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыс турĕç".

Вăрçă хыççăн Д. Герасимов "Отечественная война" 1-мĕш степеньлĕ ордена тивĕçнĕ.

Д.Г.Герасимов 1945 çулта туя çине таянса уксахласа госпитальтен килнĕ. Киле таврăннă-таврăнман ăна колхоз председателĕн тилхепине тыттарнă. Кайран та яваплă ĕçсенче тăрăшнă, активлă общественник пулнă. Дмитрий Герасимович мăшăрĕпе Мария Ивановнăпа икĕ ывăл, виçĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ашшĕн çуртĕнче кĕçĕн ывăлĕ Николай Дмитриевич пурăнать. Мăшăрĕпе Валентина Ивановнăпа 8 ача ỹстернĕ.

Асанкассинчен вăрçа хутшăннисенчен 8-ăн офицер, 70-ĕн ытла кĕçĕн командир званине тивĕçнĕ.

Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине чысласа Асанкасси ял тăрăхĕн администрацийĕпе ял общественноçĕ халĕ çĕнĕ палăк лартас тĕллевпе ĕçлеççĕ. Палăк çинче вăрçăра пуç хунă 222 воин, Çĕнтерỹпе таврăннă 183 çын ячĕсене çырса хураççĕ. Палăка Çĕнтерỹ кунĕнче уçма палăртнă.

Вăрçă вăхăтĕнче тыл чăннипех иккĕмĕш фронт пулнă. Тыл ĕçченĕсем - хĕрарăмсем, ватти-вĕтти - пурте çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Чирлĕ, ватă тесе нăйкăшман.

Мĕн кăна тума лекмен-ши тыл ĕçченĕн - каласа пĕтерес çук. Оборона сооруженийĕсем, аэродромсем тунă, пăравуссем валли вутă хатĕрленĕ, уй-хирте, фермăра ĕçленĕ. Чи пахи - тăлăха юлнă пĕчĕк ачасене пăрахман, ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

СССР Аслă Совечĕн Указĕпе тылра хастар ĕçленĕ çынсене вăрçă хыççăн ятарлă медальсем панă. Çав медале Асанкассин 251 ĕçченĕ, çав шутра 17 вăрçă ачи (1928-1933 çулсенче çуралнисем) тивĕçнĕ.

Асанкассисем паян та мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ.

Çак материала хатĕрлеме мана ялти таврапĕлỹçĕсем Римма Николаевна Горбуновăпа Иван Пантелеймонович Белков чылай пулăшрĕç. Ỹркенмесĕр ĕçленĕшĕн вĕсене тав тăватăп.

Р.МОИСЕЕВ,

общество корреспонденчĕ, вăрçă участникĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика