АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрлĕх упрама

11 апреля 2015 г.

 ЧР электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче "Ĕмĕрлĕхе упра" проект старт илнĕ.

Архива çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен сăн ỹкерчĕксене, фронти çырусене, ветерансен кун кĕнекисене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă ытти документсене илсе килме юрать. Специалистсем вĕсен электрон копине туса архива вырнаçтараççĕ. Оригиналсене вара çавăнтах хуçисене тавăрса параççĕ.

Архив ĕçченĕсем фонда вăрçă вăхăтĕнчи материалсемпе пуянлатсах тăраççĕ. Пĕлтĕртенпе вĕсем республикăри районсем тăрăх çỹреççĕ. Хальлĕхе 256 ветеран пирки материал пухнă. Çакна йăлтах историе, документсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе тăваççĕ.

Патшалăх архивĕн директорĕ Алексей Белов сăн ỹкерчĕксем, хут вăхăт иртнĕçемĕн сарăхнине, çухалма та пултарнине палăртать. Архив ĕçченĕсем вара кашни документа упраса хăварасшăн

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика