11 апреля 2015 г.
Районти наказание пурнăçа кĕртекен уголовлă инспекцие Валерий Христанович Денисов ертсе пырать. Вăл суд тенкелĕ çине ларнисемпе куллен курнăçать. Вĕсем йĕркене епле пăхăннине, ĕçленине çирĕп тĕрĕслесе тăрать.
- Паянхи куна инспекцире 45 çын шутра тăрать. Пурĕ кăçал 66 çын ĕçне пăхса тухнă. Вĕсенчен 18-шне пуçласа учета илнĕ, 22-шне учетран кăларнă. Кашнийĕшĕн айăплавĕ тĕрлĕрен. Вĕсене суд ирĕкрех юлса юсанма, йĕркене кĕме йышăну кăларнă. Учетрисем графикпа килĕшỹллĕн инспекцие килеççĕ, калаçусем ирттеретĕп, куллен мĕн ĕçленипе кăсăкланатăп. Унсăр пуçне айăпланнисем пурăнакан, ĕçлекен вырăна та тухса çỹретĕп. Çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ рейдсем, операцисем йĕркеленин витĕмĕ çав тери пысăк. Виçĕ уйăхра 18 рейд иртнĕ. Чылайăшĕ тĕрĕс çул çине тăрать, анчах тĕрмене каякансем те пур. Сăмахран, кăçалхи виçĕ уйăхра йĕркене пăснă 4 çын тĕлĕшпе тĕрĕслев вăхăтне тăснă. Условлă майпа айăпланнă пĕр çынна кирпĕч шутлама янă, - пĕлтерчĕ Валерий Христанович.
Анчах та пĕр хутчен суд тенкелĕ çине ларнисем çав çулпах малалла утасшăн. Чылай чухне çын ĕçсĕр çапкаланса çỹренипе йĕркене пăсать. Çавна май учетра тăракансене ĕçпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вĕсем районти тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче ĕçлеççĕ.
- Учетрисем тĕрĕс çул çине тăни, йĕркене пăхăнни - пирĕн ĕçре чи кирли, - пĕтĕмлетрĕ инспекци начальникĕ В.Денисов.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"