11 апреля 2015 г.
"Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем ырă йăла пуçарнă. Чăваш хаçат-журналне кăларакансем республикăри районсене çитсе ял çыннисемпе куçа-куçăн курса калаçаççĕ, кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Вĕсем Муркашра, Йĕпреçре, Вăрмарпа Вăрнарта, Елчĕкре тĕлпулусем ирттернĕ те. Апрелĕн 9-мĕшĕнче калем ăстисем пирĕн районта пулчĕç. Культурăпа кану центрне пухăннă хаçат-журнал тусĕсемпе курнăçрĕç, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç. "Хыпар" ИÇ директорĕ-тĕп редакторĕ, чăваш халăх поэчĕ, ентеш Валерий Туркай, тĕп редактор çумĕ Геннадий Максимов, "Тантăш", "Тетте", "Самант" "Çамрăксен хаçачĕ", "Тăван Атăл", "Хресчен сасси" кăларăмсен редакторĕсемпе корреспонденчĕсем тата юрăçсем килсе çитрĕç. Тĕлпулу чăннипех те тухăçлă та кăсăклă иртрĕ. Издательство çуртĕнче Каçал тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ ентешсем нумайăн ĕçленĕрен-ши, сỹтсе явмалли, ыйтса пĕлмелли нумай пулчĕ.
- Республикăра тĕрлĕ хаçат-журнал пичетленсе тухать пулин те, чи малтанах район хаçатне "Каçал ене" тата "Хыпара" алла илетĕп. Ĕç кунне шăпах вĕсенчен пуçлатăп, ытти кăларăмсене те юратса вулатăп, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев калаçу пуçарнă май.
Хыпарçăсем калăплакан хаçатсене республикăра пурăнакансем хапăлласах çырăнаççĕ. Вĕсене вуламасăр май та килмест. Унта Раççейре, республикăра пулса иртнипе, хумхантаракан ыйтусемпе, вулакансен çырăвĕсемпе туллин паллаштараççĕ. Апла пулсассăн хаçат-журнал çырăнмалла.
- Паян "Хыпар" ИÇ кашни ỹсĕм кăмăлне тивĕçтерекен 15 кăларăм хатĕрлет. Страницăсен дизайнне лайăхлатма, материалсен содержанине пуянлатма, тĕрлĕ темăсене хускатма, çутатма тăрăшатпăр. Пирĕн кăлăрăмсем кашни килтех пулмалла, - терĕ тĕл пулăва пуçланă май Валерий Туркай. Вăл хаçат пĕлтерĕшĕ, юлашки вăхăтра çырăнтару хакĕсем ỹсни пирки те каларĕ. Апла пулин те вулакансен шучĕ сыхланса юласса, ỹсессе шаннине пĕлтерчĕ.
Геннадий Максимов тĕлпулăва уйрăмах ачасем, хаçат тусĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннишĕн савăннине пытармарĕ, вăхăт тупса килнĕшĕн пурне те тав турĕ. Çав вăхăтрах вара районти почта уйрăмĕн ĕçченĕсем, педагогсем ерçейменшĕн кăмăлсăр пулнине палăртса хăварчĕ.
Тĕл пулăва хыпарçăсем парнепе килнĕ, район администрацийĕн пуçлăхне Михаил Афанасьева, хаçатăн хисеплĕ тусне, ĕçпе вăрçă ветеранне Ревокат Моисеева, тĕп библиотека директорне Инна Ядровăна кĕнекесем парнелерĕç.
К.Осокина, В.Вахтеркин юрăçсем, культурăпа кану центрĕн директорĕ М.Илларионова "Хыпар" издательство çурчĕн кунне çепĕç юрăсемпе илемлетрĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"