11 апреля 2015 г.
Апрелĕн 8-10-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикинче ĕçлĕ çỹревре пулнă.
Апрелĕн 9-мĕшĕнче вăл Беларуç Республикин Президенчĕпе Александр Лукашенкопа тĕл пулса экономикăра килĕштерсе ĕçлессипе, культура çыхăнă-вĕсене тĕреклетессипе, Чăваш Республикинчи тата Беларуçри предприятисемпе организацисене пĕрле кооперацилемешкĕн усă курмалли çĕнĕ майсемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.
Михаил Игнатьев Александр Лукашенкона Чăваш Енре пурăнакансен ячĕпе саламланă май: "Пирĕн халăхсене ĕмĕрсен туслăхĕ, культурăн, ăс-хакăлăн, этемлĕхĕн пĕрлехи хаклавĕсем, пĕр-пĕрне пулăшас туйăм, тăван çĕре юратни, хамăршăн тăрăшма пултарни çыхăнтараççĕ. Пирĕншĕн Беларуç - шанчăклă та пайталлă партнер. Ахальтен мар республикăри предприятисем чылайранпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Экономикăра тачă çыхунăра ĕçлессине аталантармалли хушма майсем малашне вăй илĕç", - тенĕ вăл.
Александр Лукашенко Чăваш Енпе Беларуçăн пĕрпеклĕхĕ нумаййине, халăхсен ĕçченлĕхĕ пĕрлехи кирек мĕнле проекта та пурнăçа кĕртме пулăшассине палăртнă.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев юлашки виçĕ çулта Чăваш Енпе Беларуç хушшинчи таварçаврăнăш 2,5 хут ỹснине çирĕплетнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ агропромышленноç комплексĕшĕн вăрлăх хатĕрлес, ỹсен-тăран çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе тата тытти отрасльте ки-лĕштерсе ĕçлесси пĕлтерĕшлĕ пулнине те палăртнă.
Ĕçлĕ çỹревре Михаил Игнатьев Минскра Çĕнтерỹ монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хунă тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин патшалăх музейне çитсе курнă. Унти экспозиципе тата Çĕнтерỹ залĕсемпе паллашнă, хисеплĕ хăнасен кĕнекинче çырса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре музей экспозицийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Беларуçа ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Чăваш Енре çуралнă 15 ентеш тата кỹршĕллĕ облаçсенчен куçса килнĕ 4 çын Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, чăваш çĕрĕнче кун çути курнă 3 çын - Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем.
Михаил Игнатьев Минскри автомобиль заводĕнче те пулнă. Унта пысăк тиевлĕ автомашинăсене пуçтарас ĕç мĕнле пынипе, дизель топливипе тата çутçанталăк газĕпе çỹрекен автобуссен çĕнĕ моделĕсемпе паллашнă. 1995 çултанпа асăннă завод пассажирсене турттаракан 15 тĕрлĕ автомашина кăларать.
- Беларуçпа ĕçлеме кăмăллă. Паян, Анăçри çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе тĕрлĕ санкци йышăннă тапхăрта, пирĕн хутшăнусене çỹллĕрех шая çĕклеме майсем пур, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев.
("ХЫПАР".).
Источник: "Каçал Ен"