АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Думăра - Чăваш Ен кунĕсем

08 апреля 2015 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин РФ Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсене ирттерес енĕпе ĕçлекен ушкăнăн ларăвне ирттернĕ. Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕн заместителĕ Виталий Емельянов мероприятие мĕнле хатĕрленнипе, культура министрĕ Вадим Ефимов курав экспозицийĕн концепцийĕпе паллаштарнă.

Ĕç ушкăнĕн членĕсем РФ Патшалăх Думин комитечĕсен ларăвĕн кун йĕркине сĕнекен ыйтусене тишкернĕ. Ларăва пĕтĕмлетнĕ май премьер-министр республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсене мероприяти сценарине çĕнетме, Дума комитечĕсемпе мĕнпур ыйтăва хăвăртрах пăхса тухса татса пама сĕннĕ.

Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думинчи кунĕсене 2015 çулхи майăн 12-15-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Мероприяти программинче - РФ Патшалăх Думин Председателĕн Сергей Нарышкинăн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тĕлпулăвĕ, комитетсенчи ĕç, республика çитĕнĕвĕпе паллаштарасси. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсемпе ЧР делегацийĕн членĕсем хушшинче футбол е волейбол турнирне йĕркелеме палăртнă

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика