АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелỹ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ

08 апреля 2015 г.

 Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине кĕтсе илме пĕтĕм çĕршыв хатĕрленет. Ку ĕç пирĕн районта та Çĕнĕ çул хыççăнах пуçланнă тесен те йăнăш мар. Район администрацийĕ, ял тăрăхĕсем, шкулсем, культура çурчĕсем, ытти организацисем планпа килĕшỹллĕн чаплă уявăмăра кĕтсе илес енĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.

Аслă çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне хатĕрленме районта туса хунă йĕркелỹ комитечĕн пирвайхи ларăвĕ апрелĕн 6-мĕшĕнче иртрĕ. Ăна районăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпа Михаил Афанасьев ертсе пычĕç. Михаил Романович канашлăва хутшăнакансене асăннă ыйтупа тата пуçаруллăрах ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Майăн 9-мĕшĕччен юлнă вăхăтра пурнăçламалли чылай-ха: вăрçăра пуç хунисен ячĕпе лартнă палăксене йĕркене кĕртмелле, Çĕнтерỹ парадне ирттерме хатĕрленмелле, тирпей-илем çине те тимлĕх уйăрмалла.

Район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ В.С.Васильев уявăн культурăллă программипе кĕскен паллаштарчĕ, сценари ытти çулхисенчен чылай пуянрах, интереслĕрех пуласса, асра юласса шантарчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем палăксене юсас-тирпейлес ĕç мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕç.

Канашлу вĕçĕнче çирĕплетнĕ планпа кашни организаци пурнăçламалли ĕçсене палăртса хăварчĕç.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика