08 апреля 2015 г.
Апрелĕн 4-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванович Филиппов пулнă.
Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа тата подряд организацийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулнă. Вĕсем районти çул-йĕр тата транспорт ыйтăвĕсене сỹтсе явнă, пурнăçламалли ĕçсене палăртнă.
Владимир Иванович ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах урамсенче лайăх çул пулни пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Çавна май ку енĕпе республикăра сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Сăмахран, кăçал республикăра çул-йĕр çине 2 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă. Тата ун çумне муниципалитетсенчи çул-йĕр фондĕнчен 150 млн тенкĕ хушăнать. 2015 çулта республикăра пĕтĕмĕшле 115 ялта 106 километр çул сарма планланă. Министр палăртнă тăрăх, Чăваш Енре 2023 çул тĕлне çул-йĕр тăвасси 2010 çулхипе танлаштарсан 2 хут ỹсмелле.
Пухăннисем çул-йĕр çинчи терроризм хăрушлăхĕ пирки те калаçнă. Тĕслĕхрен, пассажирсене турттаракан автобуссенче ятарлă аудиосистема вырнаçтарни аван. Вĕсемпе транспортра тĕрлĕ лару-тăруран мĕнле çаврăнса тухмалли правилăсемпе паллаштарĕç.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"