АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивальте - Аслă Çĕнтерĕве халалланă уроксем

04 апреля 2015 г.

 Иртнĕ кунсенче Урмаел вăтам шкулне истори, право, обществознани тата экономика предмечĕсене ерсте пыракансем хăйсен пиллĕкмĕш фестивальне пуçтарăнчĕç.

Шкулта вырнаçнă краеведени музейĕнче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вагиз Камалетдинов хăй ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравпа паллаштарчĕ.

Шăнкăрав хыççăн вĕрентекенсем классене саланчĕç. Кашниех хăй суйласа илнĕ темăпа урок ирттерчĕ. 9-мĕш "а" класра О.Сорокина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), 9-мĕш "б" класра Г.Белкова (Хырхĕрри тĕп шку-лĕ), 10-мĕш "а" класра И. Пильщиков (Урмаел вăтам шкулĕ), 7-мĕш "а" класра В.Мурзаев (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), 6-мĕш "б" класра В.Воронов (Нĕркеç вăтам шкулĕ), 5-мĕш "а" класра Н.Ахметзянова (Урмаел вăтам шкулĕ) уçă уроксем ирттерчĕç. Паллах, çитес вăхăтра Аслă Çĕнтерỹ çитмĕл çул тултарнă май уроксем те вăрçă кунĕсемпе çыхăннă. Ачасене те, ĕçтешĕсене те курмалли-вĕренмелли пултăр тесе урок ирттерекенсем нумай тăрăшнă: мультимедиллĕ презентацисем хатĕрленĕ, кейс-технологи мелне кĕртнĕ, хамăр тăрăхри пулăмсемпе уйрăм çынсен историне те çутатса кăтартнă. Класс тулашĕнче иртнĕ мероприятисене те Аслă вăрçăпа çыхăнтарнă. Вĕсене С.Антонов (Александровка тĕп шкулĕ), И.Арбузова (Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕ), И.Пильщиков (Урмаел вăтам шкулĕ) пысăк шайра хатĕрлесе ирттерчĕç.

Вĕрентекенсем уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисене сỹтсе яврĕç. Ларăва вĕренỹ пайĕн методисчĕ Е.Савельева тата истори вĕрентекенĕсен районти пĕрлешĕвĕн ертỹçи И.Васильева йĕркелесе пычĕç. Вĕрентекенсем тăратнă методика ĕçĕсене, шкул ачисен тĕрлĕ реферачĕсемпе ытти ĕçĕсене ятарлă комисси пăхса хакларĕ.

Историксем фестивале çỹллĕ шайра ирттернине те палăртса хăварчĕç. Кунта шкул директорĕн Ф.Камалетдиновăн тата шкулта вăй хуракан вĕрентекенсен тỹпи пысăк. Чăн та, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнин, тĕрлĕ ыйтусене пĕрле сỹтсе явнин усси пысăк. Ку малашне кулленех туса пыракан ĕçре те пысăк пулăшу парĕ.

Г.БЕЛКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика