04 апреля 2015 г.
Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне халалласа районта та, республикăра та тĕрлĕрен конкурс пулать. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче республикăри конкурсăн район шайĕнчи тапхăрĕ - "Çĕр çинчи пурнăçшăн" сăвă çыракансен тупăшăвĕ иртрĕ. Ачасен вулас туртăмне ỹстересси, пăхмасăр сăвă каласа парас ăсталăхне аталантарасси, пултаруллă çыравçа тупса палăртасси тĕп вырăнта пулчĕ. Вăрçăра пуç хунă паттăрсене асра тытас, асатте-кукаçисен шăписене тĕпчесе пĕлес, салтаксем утса тухнă тумхахлă çула сăнласа кăтартас тĕллевпе вĕренекенсем шурă хут çине сăвă йĕркисем шăрçаланă.
Тупăшу программи виçĕ пайран пулчĕ: 1) "Пол Европы прошагали пол-земли. Этот день мы приближали, как могли", 2) "Помним грохот огня, помним дальние страны. Каждый год, каждый день, опаленный войной", 3) "Здравствуй, мама, возвратились мы не все". Патриотла сăвăсен конкурсне районти шкулсенчен 5-11-мĕш классенчи хастар 27 вĕренекен хутшăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсен шутĕнчи 9-мĕш "а" класри Мария Краснова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), 9-мĕш класри Надия Абинова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), 9-мĕш класри Ксения Буланкова (Александровка тĕп шкулĕ), 8-мĕш класри Арина Галкина (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), 6-мĕш класри Ангелина Пыркина (Шурут вăтам шкулĕ), 8-мĕш класри Александра Юдина (Александровка тĕп шкулĕ) республикăри конкурса хутшăнма тивĕç пулчĕç. Ачасене хавхалантаракан вĕрентекенсен ĕçĕ куç умĕнчех. Малашне те вĕсене пулăшсах тăрасчĕ. Вĕренекенсен пултарулăхне туптасах пырсан паллă çыравçăсем пуласси те инçех мар.
Ăмăртăва хутшăннă чи çамрăк çыравçăсене те палăртас килет. Вĕсем - Евгений Кокарев (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тата Игорь Шаринкин (Хырай Ĕнел шкулĕ).
Çакăн пек конкурссене хутшăнса ачасен тавракурăмĕ аталанать, ăс-тăнĕ çивĕчленет.
Сăвă шăрçалакансем малашне те хăйсен пултарулăхне ỹстерсе пырасса шанас килет.
Н.БОРОВКОВА,
С.ИНДЮКОВА.
Источник: "Каçал Ен"