04 апреля 2015 г.
Нумаях пулмасть Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче районти шкул ачисем хушшинче илемлĕ вулакансен "Чĕрĕ сăмах" конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурсăн тĕллевĕ - пултаруллă, талантлă ачасене тупса палăртасси, чăваш тата вырăс литературин сум-хисепне сарасси.
Конкурс 3 номинаципе иртрĕ: "Поэзи", "Проза" тата "Литературăпа музыка композицийĕ". Тупăшăва кĕçĕн çулхи ачасем те, аслă классенче вĕренекенсем те нумайăн хутшăнчĕç. Чăнах та пултаруллă ачасем сахал мар пирĕн районта. Кунта, паллах, вĕрентекенсен тỹпи те пысăк. Чи лайăххисене палăртма та çăмăлах пулмарĕ жюри членĕсене.
"Поэзи" номинацире кĕçĕн классен хушшинче 1-мĕш вырăна Яна Надукова (Тăманлă Выçли) Р.Сарпин "Ташлать Илемпи" сăввине вуласа тухрĕ. 2-мĕш вырăна Валерия Иванова (Хирти Выçли) тата Ирина Николаева (Тăманлă Выçли) тивĕçрĕç. Валерия Иванова Мария Каçалсен "Аннерен пуçланать пурнăç çулĕ" сăввине питĕ илемлĕ вуларĕ. Екатерина Миронова С.Асаматăн "Чĕкеç йăви" сăввине калани те пурне те килĕшрĕ. 3 мĕш вырăна Екатерина Миронова (Йăлмахва) тата Снежана Ильина (Кĕçĕн Çĕрпỹел) йышăнчĕç.
"Проза" номинацире 1-мĕш вырăна Юлия Петрова (Хирти Выçли) О.Туркайăн "Пахчари çĕмĕрт" хайлавне каласа тухрĕ. Пĕчĕк пулин те, Юля чуна хускатмалла, çан-çурăма çỹçентермелле вулама пултарчĕ. 2-мĕш вырăна Татьяна Анисимова (Кĕçĕн Çĕрпỹел), 3-мĕшĕнче - Кристина Северова пулчĕç.
"Литературăпа музыка композицийĕ" номинацире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн "Непоседы" (4-мĕш класс) тата "Чăваш пикисем" (3-мĕш "а" класс) чи маттуррисем пулчĕç. Анат Тимĕрчкассинчи 4-мĕш класс ачисем тата Çĕнĕ Мăратри 3-4-мĕш классенчи ачасем тĕплĕн хатĕрленсе килнĕ.
Аслă классенче вĕренекенсен хушшинче "Поэзи" номинацире 1-мĕш вырăна София Николаева (Кĕçĕн Çĕрпỹел), 2-мĕш вырăна - Арина Албутова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тата Алиса Голубева (Шурут), 3-мĕшне - Софья Маркова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тата Ирина Тимофеева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) тивĕçрĕç.
"Проза" номинацире 1-мĕш вырăна Никита Голланцев (Нĕркеç) Л.Сачковăн "Кĕтỹ хăваланă чух" хайлавне чăн-чăн артист пек каласа тухрĕ. 2-мĕш вырăна Анна Иванова (Çĕнĕ Мăрат) Ю.Николаевăн "Вăрçă çăкăрĕ" хайлавне каласа илчĕ. Чĕрене тивмелле, куççуль тухмалла вуларĕ Аня. 3-мĕш вырăна Елена Крылова (Анат Тимĕрчкасси) О.Туркайăн "Пахчари çĕмĕрт" хайлавĕпе тивĕçрĕ.
"Чĕрĕ сăмах" конкурса районти шкулсенчен пурĕ 55 ача хутшăнчĕ. Малти вырăнсене тухнă ачасем пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен хушшинче иртекен зонăри тапхăра хутшăнса малтисен йышне кĕчĕç.
С.АТЛАСКИНА.
районти вĕренỹ пайĕн методисчĕ.
Источник: "Каçал Ен"