04 апреля 2015 г.
Комсомольски район пуçлăхĕсем, районти çар ĕç комиссариачĕ тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн районта пурăнакан фронтовичкăсен тĕлпулăвне ирттернĕччĕ. Тĕлпулупа хĕрарăмсем пурте кăмăллă пулчĕç.
Вĕсем пĕр-пĕринпе паллашрĕç, вăрçă çулĕсене аса илчĕç. Фронтовичкăсем пурте çитмĕл çултан иртнĕ. "Çакăн пек тĕлпулăва пĕр 15-20 çул маларах ирттернĕ пулсан мĕнле аван пулмаллаччĕ. Ун чух эпир пурте чылай çамрăкрахчĕ, йышлăнрахчĕ", - терĕç фронтовичкăсем. (Тĕлпулу тĕлне вĕсем 33-ĕн пурăнатчĕç).
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине районти 7200 çын хутшăннă, вĕсенчен 179-шĕ - хĕрсем, хĕрарăмсем.
Районтан фронта тухса каякансем ытларах комсомолкăсем пулнă. Нумайăшне çар комиссариачĕ комсомол путевкисемпе çара ăсатнă. Пурне те пекех темиçе уйăхлăха вĕрентỹ чаçĕсене çар ĕçне вĕренме янă. Специальноçне кура вĕсене тĕрлĕ çар службине вырнаçтарнă. Медицина пĕлĕвĕ пуррисене санитари чаçĕсене, госпитальсене янă. Пирĕн хĕрсем хушшинче çыхăну ĕçне тăвакансем ытларах пулнă. Нумай хĕр-салтак Мускава зенитчик, прожекторист, аэрозаградитель пулса хỹтĕленĕ. Вышкăсем çинче сăнавçă тивĕçне пурнăçланă. Трактористкăсем ытларах юсав мастерскойĕнче тăрăшнă: çапăçура стройран тухнă техникăна, хĕç-пăшала юсаса çапăçăва кĕме хатĕрленĕ. Çул тăвакансем те, регулировщицăсем те пулнă пирĕн хĕрсем хушшинче. Малти линире автоматсемпе, пулеметсемпе тăшмана хирĕç çапăçакансем те пулнă.
Çакна та каламалла: фронта ăсатнисенчен пĕр пайне çар завочĕсене ĕçлеме янă.
Пирĕн ентешсем пур çĕрте те салтак тивĕçне çирĕп пурнăçласа пынă. Çавна май, фронтовичкăсене вĕсен пултарулăхĕ, опычĕ ỹснине кура служба пусмипе те ỹсме хавхалантарнă. Тулли мар сведенисем тăрăх "генерал патне çитмелли" иккĕмĕш картлашка çине хăпартнă 10 хĕр ефрейтор званине тивĕçнĕ. 19 хĕр кĕçĕн сержант, сержант, аслă сержант пулса тăнă. Пирĕн хĕрсем хушшинче пысăкрах сума тивĕçнисем те пулнă: виçĕ хĕре старшина званине панă пулнă. Старшина - питĕ яваплă тивĕç. Ятранах аса илер-ха вĕсене:
Агафия Петровна Давыдова (Хирти Мăнтăр ялĕ). 1941 çулта Канашри медучилищĕне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн фронта кайнă. Санинструктор тивĕçне ăнăçлă пурнăçласа хисепе тивĕçнĕ. 1943 çулта ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă, гварди старшини званине панă. Нина Ивановна Игнатьева (Хирти Мăрат ялĕ). Вăл педучилище хыççăн шкулта ĕçленĕ пулнă. Фронтра стрелоксен полкĕнче кĕçĕн командир пулнă, старшина званине илме тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн вăл мирлĕ ĕçре "Хисеп палли" ордена, медальсене тивĕçнĕ.
Комсомольски хĕрĕ Анна Егоровна Сереброва авиаци чаçĕн старшини пулнă. Икĕ хĕр, медицина ĕçченĕсем, офицер званине илме тивĕçнĕ: Матрена Павловна Павлова (Хирти Явăшран) аслă лейтенант санчаçсенче, госпитальсенче вăй хунă. Юлия Филипповна Батракова (Кĕçĕн Каçал) кĕçĕн лейтенант, санинструктор пулнă, "Паттăрлăх" медале тивĕçнĕ. Фронтовичкăсенчен пĕри те патшалăх наградисĕр юлман.
Вăрçăра кашни утăмра вилĕм куçран пăхать. Фронтовичкăсем хушшинче вăрçăра пуçне хунисем те, аманнисем те, контузи тỹснисем те пулнă.
Фронтовичкăсем вăрçă хыççăнхи мирлĕ пурнăçра тылра пысăк хастарлăх кăтартса ĕçленĕ, вăрçă наградисем çумне мирлĕ пурнăç наградисем хутшăннă.
Паянхи куна вăрçа хутшăннă хĕрарăмсем районта юлманпа пĕрех: хулара пурăнакансене шутласан та иккĕн çеç. Çут çанталăкăн саккунĕ çирĕп - вилĕмрен хăтăлма çук.
Кивĕ сăнỹкерчĕке пăхса мăнукĕсем, тăванĕсем вĕсене ăшшăн аса илĕç. Асаннесем, кукамайсем пирĕн малашлăхшăн, çĕршыв малашлăхĕшĕн çамрăк ĕмĕрне шеллемесĕр тăшманпа кĕрешнĕ. Аслă Çĕнтерỹре вĕсен тỹпи те пĕчĕк маррине чунĕсемпе туйса мăнаçланĕç.
Р.МОИСЕЕВ, вăрçă участникĕ.
Источник: "Каçал Ен"