АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акцие пĕтĕмлетнĕ

04 апреля 2015 г.

 Право йĕркине пăсакан çул çитмен ачасемпе профилактика мероприятийĕсем ирттерес тĕллевпе районта февралĕн 27-мĕшĕпе мартăн 27-мĕшĕччен "Полици тата ачасем" акцин пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Акци вăхăтĕнче район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комиссийĕ опекăпа попечительство органĕн представителĕсем, ĕç тăвакан уголовлă инспекци, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç, вырăна тухса ачасен пурнă-çĕпе паллашрĕç. Çавна май вăтам шкулсенче йĕркеленĕ ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене хутшăннă, тухса калаçнă, тĕрлĕ тема хускатнă. Унпа пĕрлех ачасемпе те тĕл пулнă, профилактика занятийĕсем йĕркеленĕ. Учетра тăракан çул çитмен 24 ача мĕнле пурăннине, пушă вăхăта епле ирттернине тĕрĕсленĕ.

Р.ЖУКОВА, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика