АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйласа илме ирĕк пур

04 апреля 2015 г.

2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен çурхи призыв пуçланчĕ. Халĕ çара каякансен 2 çул контрактпа е 1 çул çарта службăра тăрассине суйлама ирĕк пур. Çар хĕсмечĕ пирки калакан федераци саккунĕн 38-мĕш статйин 3-мĕш пайне 1998 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн 2014 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнчен аслă пĕлỹллĕ çамрăксем çарта пулман пулсан та контракт çырма пултараççĕ. Çак улшăну вĕсен обществăри ырлăх-пурлăхне, социаллă лару-тăрăвне лайăх еннелле улăштарĕ. Унсăр пуçне контрактпа ĕçлекен çар çыннин статусĕ призывпа килнисенчен питĕ уйрăлса тăрĕ.

Лайăх енĕсене пăхса тухар:

- эрнери ĕç вăхăтĕнчи регламент;

- кану прави - эрнери пĕр кану кунĕсĕр пуçне, талăкри дежурствăсене шута илсе нумайрах ĕçленĕшĕн хушма кану кунĕ;

- çул çинчи вăхăта шутламасăр кашни çул 30 куна тăсăлакан отпуск (ятарлă подразделенийĕсенчи çар çыннисен кану вăхăчĕ тата 15 куна тăсăлать);

- пахалăхлă, тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ;

- хваттерпе е общежитипе тивĕçтерме май килмесен, хваттер тара илсе пурăннăшăн уйăхра 3600 тенкĕ саплаштараççĕ;

- званирен, должноçран, мĕнле çарта, вăл ăçта вырнаçнинчен илсе 22000 - 50000 тенкĕ шалу тỹлеççĕ;

- 3 хутчен тỹлевсĕр вĕри апат çитерĕç. Контракта алă пуссан должноçа, звание пăхса 1 оклад чухлĕ укçа тỹлĕç.

Тата контракт çыракан мĕнле региона каяссине хăех суйлĕ. Профессие суйласа илме те пулăшĕç.

Контрактпа çара каяс текенсем Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи пайне е контракт çыракансемпе тỹрремĕнех ĕçлекен уйрăма - Шупашкар хулинчи Пирогов урамĕнчи 10А çурта - ыйтусемпе пыма пултараççĕ.

С.ДАНИЛОВ 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика