04 апреля 2015 г.
Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне çирĕплетесси, профилактика ĕçне вăйлатасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сывлăх сыхлавĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернĕрен пĕчĕк ачасем вилесси чакнă, халăхăн кĕтекен пурнăç тăршшĕн çирĕп ỹсĕмне шута илнĕ. Чăваш Енри çынсем юлашки виçĕ çулта вăтамран 2,3 çул ытларах пурăнма пуçланă, пурнăçăн кĕтекен вăтам тăршшĕ вара 71 çулпа танлашнă. Республикăра вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен шучĕ 2010 çултан пуçласа 18,5 процент чухлĕ ỹснĕ. Юлашки икĕ çулта республикăри ялсемпе саласенче ку чухнехи модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене хута яни, ял çынисене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ кỹни те пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх сыхлавĕн ытти çитĕнĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ А.В.Самойлова каласа пачĕ.
- Алла Владимировна, республикăра "Сывлăх профильне" йышăнни ахальтен мар. Çакă çынсен сывлăхне çирĕплетессипе çыхăннă пулĕ?
- Кăçал республикăра кашни муниципалитетăн, çавăн пекех кашни çемьен хăйĕн "Сывлăх профилĕ" пулмалла тесе йышăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та "Сывлăх профилĕ" халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе общество аталанăвĕн стратегийĕ пулса тăнине палăртать. Çыннăн сывлăхĕн 10-15 проценчĕ кăна медицина шайĕнчен килет пулсассăн, ытти пĕтĕмпех çын мĕнле пурăннинчен, мĕн çининчен, спортпа туслашнинчен, сывă пурнăç йĕркине пăхăннинчен тỹрремĕнех килет. Кашни çын табак туртма, ĕçкĕпе иртĕхме пăрахма, тĕрĕс мар апатланасран асăрханма, ытларах хускалма пултарать. Ашшĕ-амăшĕн çемьен "Сывлăх профильне" хатĕрлесе çитерсе ачисене физкультурăпа сывă апатлану хальхи пурнăçăн уйрăлми пайĕсем пулса тăнине каласа, кăтартса памалла. Ачасене йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсене хисеплеме тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ỹстермелле. Акă, апрелĕн 7-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕнче, республикăра "Сывлăх профилĕн" презентацийĕ иртет. Шăпах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан çемьесем унта хутшăнса "Сывлăх профилĕн" кĕнекине уçĕç. Унта çемьен сывлăхĕшĕн мĕнле тăрăшнине пĕтĕмпех çырса кăтартмалла.
- "Земство тухтăрĕ" программăна улшăнусем кĕртни мĕнпе çыхăннă-ши?
- Чи малтан çак программăна 35 çул тултарман медицина тухтăрĕсем хутшăнма пултарнă пулсассăн, кăçалтан вĕсен ỹсĕмĕ 45 çулпа танлашать. Çавна май хуласенче ĕçлекенсен тăван тăрăха таврăнма май уçăлать. 2012 çултанпа "Земство тухтăрĕ" проекта 239 тухтăр яллă вырăнсенче ĕçлеме тытăннă. Кăçал вара 51 тухтăр яла кайса ĕçлеме кăмăл тунă та. Вĕсене валли 51 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă. Енчен те тухтăр ĕç килĕшĕвне пăрахăçласа 5 çул вырăнта ĕçлеймесессĕн илнĕ укçана тавăрса памалла.
- Республикăра пурăнакансене диспансеризациленин витĕм пур-и?
- Паллах, çулсеренех диспансеризацие çынсене йышлăн явăçтарма тăрăшатпăр. Çакă вара чире пуçламăш тапхăрта тупса палăртасси çине пысăк витĕм кỹрет. 2014 çулта 222141 çын тĕрĕслев витĕр тухнă пулсассăн, республикăра чир вăраха кайнă 30129 тĕслĕхе тупса палăртнă, ку вара чăннипех те сисчĕвлентерет. Çавăнпа та сывлăха тĕрĕслесси çине аслисен çеç мар, çамрăксен те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Комсомольски районĕпе илес пулсассăн, диспансеризаци ĕçне аван йĕркелесе пыраççĕ, ĕçе графикпа килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ, чире палăртнисене тỹрех учета илеççĕ тата тĕплĕнрех тĕрĕслеççĕ.
- Алла Владимировна, Эсир пуçласа республикăра пурăнакансемпе тỹрремĕнех çыхăнма, вĕсене мĕн пăшăрхантарнипе кăсăкланма, сĕнỹ-канашсене шута илме "Министр патне ыйту" проекта хута ятăр. Çынсем çыраççĕ-и? Мĕн хумхантарать вĕсене?
- Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене кĕске вăхăтрах татса парас, пулăшас, сĕнỹ-канашĕсене шута илес тесе проекта хута янă. Тĕллевĕ - министр çынсемпе юнашарах пулни, халăхăн шухăш-кăмăлне пĕлни, çивĕч ыйтусене татса пани. Вăл ĕçлеме пуçланăранпах вун-вун ыйту килчĕ, тĕрлĕ темăпа çыраççĕ. Пĕрисем медицина ĕçченĕсен ĕçĕпе кăмăлсăр, теприсем черет тăрса йăлăхаççĕ, тухтăр патне кĕреймеççĕ, виççĕмĕшĕсем тĕрлĕ сĕнỹсене шута илме ыйтаççĕ тата ытти те. Пур ыйтăва та пăхса тухатăп, çийĕнчех хурав пама тăрăшатăп. Ыйтусене электронлă çырупа medicin62@cap.ru тата ведомствăн интерактивлă пỹлĕмне ярса пама пулать. ЧР Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин сайтĕнче ятарлă баннер - "Вопрос министру" - пур. Çырăр, пĕлтерĕр!
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"