04 апреля 2015 г.
21-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр та, çынсен ыйтăвĕсем те паянхи кунпа тан утаççĕ. Акă, Раççей Çыхăну министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, Пĕтĕм тĕнчери Интернет сечĕпе çĕршыври 69 миллион çын усă курать. Ку тĕнчери нумай çĕршывра пурăнакансен йышĕнчен пысăкрах цифра, анчах та пирĕн çĕршывăн çурри те çук. Çывăх вăхăтра çак енĕпе пулас улшăнусем çинчен Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕпе А.С.Ивановпа калаçрăмăр.
- Александр Степанович, Чăваш Енте Интернетпа тивĕçтерессин шайĕ мĕнле тата мĕн кĕтме пулать çывăх вăхăтра?
- Паянхи кун тĕлне республикăри ял-хуласен 42 процентне, унта халăхăн 77 проценчĕ пурăнать, пĕтĕм тĕнчери сетьпе анлă ярăмлă пралук çыхăнăвĕ урлă çыхăнтарнă. "Цифрăлла танмарлăха пĕтересси" проектпа килĕшỹллĕн оптика чĕлкĕмлĕ сетьпе тепĕр 327 ял-поселока (250 çынран пуçласа 500 çын таран пурăнаканнисене) çыхăнтарма планланă. Пирвайхи ĕçсем 2015 çулхи 2-3-мĕш квартласенчех пуçланĕç, 2018 çулта вĕçлеме палăртнă. Ку ĕçсене пурнăçа кĕртни республикăра пурăнакансен 86 процентне пахалăхлă интернетпа тивĕçтерме май парĕ.
- "Ростелеком" АУО вице-президенчĕ Дмитрий Проскура Шупашкара ĕçлĕ визитпа килсен Чăваш Енре оптика чи малтан Комсомольски районĕнчи 19 ял-салана çитмелле терĕ. Хăш ялсем вĕсем?
- Çапла, Комсомольскисене ку енчен ăнчĕ теме юрать, мĕншĕн тесен оптика пахалăхне вĕсем республикăри ытти районсенчен маларах туйма пултарĕç. Вĕсен шутĕнче çаксем: Александровка, Хырай Ĕнел, Хирти Ĕнел, Кивĕ Сĕнтĕр, Хирти Выçли, Кайнлăк, Хирти Мăнтăр, Йăлмахва, Янкасси, Вăрманхĕрри Чурачăк, Анат, Тури Тимĕрчкассисем, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Луцки, Йỹç Шăхаль, Шурут-Нурăс, Тутар Шурут, Хирти Явăш тата Хирти Шăхасан. Пĕтĕм тĕнчери сетьпе вĕсем 2015 çултах çыхăнĕç.
- Александр Степанович, Чăваш Енре 500 çын ытла пурăнакан ял-сала та пайтах-çке. Вĕсем патне çак ырлăх хăçан çитессе шанма пулать?
- 500 çын ытла пурăнакан, проекта кĕмен вырăнсем вара (вĕсем пурĕ 2019) Интернета анлă ярăмлă пралук çыхăнăвĕ урлă тухĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче проекта 2018 çулччен пурнăçа кĕртме хушу пачĕ.Çапла майпа телекоммуникаци пулăшĕвĕпе усă курма "Ростелеком" АУОпа килĕштерсе ĕçлесе хуласенче тата ялсенче пурăнакансене пĕр пек условисем туса парасси - ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви умĕнче тăракан тĕп задачăсенчен пĕри.
Л.ШУРЯШКИНА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"