04 апреля 2015 г.
Тирпейлĕ, илемлĕ тавралăх кашнин кăмăлнех çĕклет, хавхалану кỹрет, хăнасем умĕнче те пит пиçмест. Анчах çак тирпее яланах тытса тăмаллине темшĕн пурте асра тытман пек туйăнать. Юр ирĕлсе пĕтнĕпе пĕрех, çапах ирлĕ-каçлă шăнтнипе унта-кунта тытăнса тăрать-ха. Çĕр-аннемĕре хĕлĕпе хупласа выртнă шурă çивитти айĕнчен мĕн кăна тухман-ши? Халь çав çỹп-çап таврана илемсĕрлетет. Ĕçе е килелле утнă май çул хĕррисенче пушă кĕленчесем, хут курупкасем, пакетсем тата темле ăпăр-тапăр та курма пулать. Çак тирпейсĕрлĕх район центрĕнче те, ытти урамсенче те хуçаланать-ха халлĕхе. Шăн тăрăх тасамарлăха пуçтарма пулать вĕт, йĕркелекен çук-ши? Районăн тĕп ялĕ, чĕри пулнă май, Комсомольски çак статуса тивĕç пулмаллах ĕнтĕ, ыттисене те тĕслĕх кăтартмалла. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр кун пек чухне яланах çынсемпе пулăшма хатĕр.
Йĕри-таврари тасалăха тытса тăракан организацисем, лавккасем те пур. Вĕсем куллен ку енĕпе тăрăшаççĕ. Анчах "Магнит" магазин хуçисем тасалăх вĕсене кирлĕ мар теççĕ-ши? Ун çумĕнчех çĕкленсе ларнă симĕс-хĕрлĕ çĕнĕ çурт умĕнчен строительство материалĕсенчен юлнă татăк-кĕсĕк, чĕркемсем хĕл каçа та татăлмарĕç, паян та купалансах выртаççĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнче халь çỹп-çап контейнерĕсем лартса тухнă. Вĕсем тулса кайсан ăпăр-тапăр тавралла саланать, çил ачисем, йытти-кушакки те пулăшаççĕ сапалама. Антонов микрорайонĕнчи 6, 7, 12-мĕш çуртсен хушшине пĕлтĕр çуркуннех таçтан сỹтсе килнĕ кивĕ картасене пырса пăрахнă. Вĕсем мĕн тума кирлĕ пулни пирки кунта пурăнакансем паян кун та пуçне çĕмĕреççĕ.
Микрорайонсенче юлашки çулсенче çĕнĕ çуртсем те ỹссе ларчĕç. Шутласан, çĕнĕ объектсем тавра пĕтĕм коммуникаци пулмалла ĕнтĕ: çулĕ те, клумбисем те, ачасене вылямалли вырăнсем те. Яланах апла мар çав. Антонов микрорайонĕнчи виçĕ хутлă çĕнĕ çуртра çынсем пурăнма пуçланă пулсан та, урам ячĕ те, номерĕ те çакăнса тăмасть. Çулне бетонран сарнă-ха, анчах ансăррипе унта икĕ машина тĕл пулсан иртме вырăн çитмест. Çул айккинче улăп тăпри пек мăнаçлăн купаланса тăракан тĕмеске çинче çулласенче мăян-эрĕм ирĕклĕн саркаланать. Подрядчик та, йышăнса акт çине алă пусакансем те манса кайнă-ши пуçланă ĕçе вĕçне çитермелли пирки?
Тавралăха тирпейлĕх кỹресси - пĕрлехи ĕç. Тасалăхшăн ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çеç мар, пурăнакансен те тăрăшмалла. Субботниксем çĕр типсенех пуçланĕç-ха, çапах вĕсене кĕтмесĕрех пикенесчĕ ĕçе. Илем хамăршăн-çке.
Любовь ШУРЯШКИНА
Источник: "Каçал Ен"