04 апреля 2015 г.
Апрелĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Иванович Кузьмин районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ.
А.И.Кузьмин тата министерство специалисчĕсем район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, администраци специалисчĕсемпе тĕл пулчĕç, тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç, Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексне кĕртнĕ улшăнусемпе тата çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Анатолий Иванович палăртнă тăрăх, çакăн йышши ĕçлĕ тĕлпулусем шăпах муниципалитета пырса тивекен тĕрлĕ ыйтусене уçăмлатма, вырăнта татса пама пулăшаççĕ. Сăмахран, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерессинче тухса тăракан чăрмавсем пирки сăмах хускатрĕç. Çавна май лару-тăруран çаврăнса тухассине пĕрле сỹтсе явни, пулăшни пĕлтерĕшлĕ. Паянхи куна районта çĕр лаптăкĕ илме тивĕçлĕ 146 çемьене учета илнĕ. Вĕсенчен 107-шне çĕр участокĕсемпе тивĕçтернĕ, 7 çемьене пурăнмалли çурт-йĕр тума ирĕк панă, 5-шĕ çак ĕçе пуçăннă.
Тĕлпулăва хутшăннисем патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе, çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курнине тата вĕсене ĕçе кĕртнине, çĕр лаптăкĕсене арендăна панине сỹтсе яврĕç. Унпа пĕрлех 2011 çултан тытăнсах ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен тĕлĕшпе харпăрлăх прависене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕç. Патшалăх пурлăхне приватизацилес енĕпе район палăртнине 100 проценчĕпех пурнăçланă. Программăна кĕртнĕ объектсене пĕтĕмпех приватизациленĕ.
Министерство специалисчĕсем Ирина Модина, Анастасия Волкова ыйтусем çине туллин хуравларĕç, ăнлантарса пачĕç.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"