АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи вăйлисем - çĕнтерÿçĕсем

22 февраля 2013 г.

 

Асăннă ăмăртăва Чăваш Енри тĕрлĕ хуласемпе районсенчи спортсменсем хутшăнчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ халăха яланах йышлă пуçтарать. Кăçал та çаплах пулчĕ. Кавир çинче тĕрлĕ виçесенче хĕрсемпе каччăсем ăмăртрĕç. Хĕрÿ тупăшусенче 42 килограмлисем хушшинче Алексей Платонов — пĕрремĕш, Леонид Андреев — иккĕмĕш, Сергей Албутов виççĕмĕш (Канаш районĕнчен), 46 килограмлисем хушшинче Геннадий Георгиев — пĕрремĕш (Канаш), Александр Блинов — иккĕмĕш (Елчĕк), Кирилл Ванеев виççĕмĕш (Шупашкар) пулчĕç. 50 тата 54 килограмлисен виçинче Станислав Григорьевпа (Аслă Чурачăк) Николай Кириллова (Канаш) çитекенни пулмарĕ. 58 килограмлисенчен Евгений Козлов (Анат Тимĕрчкасси) пĕрремĕш, Никита Федоров — иккĕмĕш (Йĕпреç), Юрий Степанов — виççĕмĕш (Анат Тимĕрчкасси) вырăнсене алăран вĕçертмерĕç. 60, 63 килограмлă виçесенче район каччисем Андрей Артемьев — иккĕмĕш, Риназ Айсын, Роман Козлов виççĕмĕш вырăнта пулчĕç. 30, 32, 35 килограмлă виçесенче те палăрчĕç район спортсменĕсем. Акă, Стас Пыркинпа Дмитрий Андреев малти вырăнсене алран вĕçертмерĕç. Хĕрсем те маттур пулчĕç кавир çинче. Анат Тимĕрчкасси хĕрĕ Яна Осипова 30 килограмлă виçере иккĕмĕш, 35 килограмлисем хушшинче Катя Никифорова, Александра Чебанина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 42 тата 46 килограмлă виçесенче Мальвина Корсунова, Диана Абинова, Карина Степанова маттур пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса чысларĕç. Ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме М.Р.Афанасьев, Н.В.Смирнов, В.Г.Михеев, П.В.Силивестров, А.Ф.Поргунов, Е.И.Карпеев, Е.А.Карпеева, В.А.Егоров, В.А.Никифоров, В.З.Долгова, М.С.Хайретдинов, В.К.Смирнов, И.К.Ямальдинов, Х.С.Идиатуллин спонсорсем пулăшу кÿнине те палăртма кăмăллă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика