22 февраля 2013 г.
Иртнĕ кунсенче районти 1-мĕш №-лĕ суд участокĕн миравай судйи В.П.Чернован прависене хÿтĕлесе прокуратура ĕçченĕсем ыйтса çырнине пăхса тухнă. Ĕç-пуç çапла пулнă: Кĕçĕн Каçал ялĕнче нумай ачаллă Черновсен çемйине саккунпа килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ пулнă.
Прокуратура тĕрĕслев вăхăтĕнче çемьене газ плитипе тивĕçтерменнине палăртнă. Ку вăл Чăваш Республикин «Пурăнмалли хутшăнусене йĕркелесси çинчен» саккунĕн 11 статйин 1-мĕш пайĕн 3-мĕш пунктне пăсни пулать.
В.П.Чернова прокуратура ĕçченĕсене суту-илÿ учрежденийĕнчен маларах хăй тĕллĕн 12 165 тенкĕлĕх газ плити илни çинчен чекпа çирĕплетнĕ.
Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕ нумай ачаллă çемьене газ плити илнĕшĕн укçа-тенкĕ парса саплаштарнă.
Источник: "Каçал Ен"