01 апреля 2015 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарнине уявланă май Раççей оборона министерствин культура управленийĕ тата "Секретлă мар" издательство çурчĕ Раççей çарпа истори обществин патронажĕпе "Аслă Çĕнтерỹ геройĕсем" Пĕтĕм Раççейри конкурса ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унăн тĕллевĕ - СССР пулнă тата ытти çĕршывсен çыннисен вăрçă вăхăтĕнчи хăюлăхĕпе паттăрлăхне сыхласа хăварасси, вĕсене ĕмĕрĕпех асра тытасси, çавăн пекех çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани пама пулăшасси.
Пултарулăх ĕçĕнче виçĕ номинаци пуласси çинчен пĕлтернĕ. Эпикăлла, историлле тата çарпа патриотизмла содержание лайăх каласа памалли конкурссăр пуçне тата икĕ номинаци хутшăнаççĕ - "Поэзи" тата "Çырса кăтартасси" ("Проба пера") (ачасен пултарулăхĕ).
Литература конкурсне паттăрлăх, чăн герой - Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн кун-çулĕ çинчен уйрăм хайлавсене йышăнаççĕ. Кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Пĕтĕм Раççейри конкурс виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăр - суйласа илни - 2014 çулхи ноябрьтен пуçласа 2015 çулхи майăн 7-мĕшĕччен. Иккĕмĕш тапхăрта конкурс комиссийĕн хаклас ĕçне йĕркелеççĕ. Юлашки тапхăр - конкурса хутшăнма ярса панă чи лайăх хайлавсен пуххине кăларасси.
Çĕнтерỹçĕсене 2016 çулхи февралĕн 23-мĕшĕччен чыслаççĕ. Хайлавсен пуххине кĕнĕ калавсен авторĕсем конкурс лауреачĕсен дипломне тата укçан преми илеççĕ.
Пĕтĕм Раççейри "Аслă Çĕнтерỹ геройĕсем" литература конкурсĕ çинчен тĕплĕнрех "РФ Аслă Çĕнтерỹ геройĕсем" сайтра пĕлме пулать.
Источник: "Каçал Ен"