АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ

01 апреля 2015 г.

 Мартăн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Монохуласене аталантаракан фонд" коммерцисĕр организацин генеральнăй директорĕпе Дмитрий Скривановпа тĕл пулнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тухăçлă ĕçленипе Канаш монохулана аталантарма федераци укçи-тенкине явăçтарма май килнĕ. "2014 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Канаш хули пысăк конкурсра çĕнтерсе патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ пилĕк монохула шутне кĕнĕ, çапла майпа вăл хăйĕн инфратытăмне çирĕплетĕ. Экономикăна пĕтĕм финанс çăлкуçĕсенчен 638 миллиона яхăн укçа-тенкĕ куçать, 9 проекта пурнăçа кĕртме тăратнă. Палăртса хунă тăрăх 2020 çулччен хывакан инвестицисен калăпăшĕ 3 миллиард та 756 миллион тенкĕпе танлашĕ. Пирĕн предпринимательсем банксемпе ĕçлесе çак укçа-тенкĕпе усă курĕç, халăх валли икĕ пине яхăн пысăк квалификациллĕ ĕç вырăнĕ йĕркелĕç", - тенĕ Пуçлăх.

Дмитрий Скриванов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине пулăшу парас, инвестици проекчĕсене пурнăçлас енĕпе Фонд ырă витĕм кỹрессе шантарнă. Сумлă хăна Чăваш Республикин Правительствине пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса эффективлă ĕçленĕшĕн тав тунă. "Эпир Канаш пысăк пуласлăхлă хула пулассине шанатпăр", - тесе каланă вăл.

Иван Моторин председатель Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата "Монохуласене аталантаракан фонд" хушшинче çирĕплетнĕ Генеральнăй килĕшĕве Дмитрий Скривановпа пĕрле алă пусса çирĕплетнĕ.

"Монохуласене аталантаракан фонд" Чăваш Республикине 605,525 миллион тенкĕ куçарать. Республика хыснинчен тата Канаш хулин вырăнти бюджетĕнчен çакăн валли пурĕ 31,87 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă (ку вăл объектсен мĕнпур хакĕн 5 проценчĕпе танлашать). Инвестици хывмалли çĕнĕ проектсене 2015-2020 çулсенче туллин пурнăçа кĕртме 3,7 миллиард тенкĕлĕх инвестици хывма тивĕ. Вĕсене пула 1936 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленмелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика